Паллах, пур. Акă çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче çĕнĕ кăларăм пичетленсе тухрĕ. «Кĕтмен юрату» ятлă вăл. Кĕнеке хуплашки çинче каччăпа хĕр малашлăха хăюллăн пăхса Атăл хĕррипе утаççĕ. Шăпах çавăн пек çамрăксем – хайлавсенчи тĕп сăнарсем. Пĕтĕмпе унта ултă çамрăк çыравçă повесть-калавне кĕртнĕ. Ольга Австрийская чие çеçкене ларни тĕп сăнаршăн мĕншĕн паха пулнине кăтартса панă. Николай Андреевăн калавĕнче ылтăнран та хакли мĕн иккенне вуласа пĕлме пулать. Ольга Васильеван повеçĕнче çамрăксен йăнăшĕсене ÿкерсе кăтартнă. Владислав Николаевăн кÿршĕ хĕрĕ кама куç хывнине пĕлĕç вулакансем. Нина Царыгинăн тĕп сăнарне кĕтмен юрату паллами улăштарса ярать иккен. Дмитрий Моисеевăн пĕр калавĕнче чăн-чăн юрату чи хăрушă чире çĕнтерме пултарать...
Кашни сăнарăн хăйĕн шăпи, кун-çулĕ, шухăш-ĕмĕчĕ. Кĕтмен çĕртен кашнинех юрату туйăмĕ çавăрса илет. «... Çак асамлă туйăм этеме çунатсăрах тÿпене çĕклеме, ылтăнсăрах пуянлатма, телейлĕ тума пултарать... Çапла ĕнтĕ вăл, кĕтмен юрату тени, çынсене канлĕ çывăрмашкăн та чăрмантарать тепĕр чухне...» çапларах сăнласа панă кĕнекери пĕр калавра юратăва.
Тата мĕнлерех темăсем çывăх-ха çамрăк çыравçăсене? «Кĕнекери авторсене чи малтан хăйсем пекех çамрăк сăнарсен кăмăл-туйăмĕ, шухăшлавĕ, хăйсем пурăнакан тапхăра еплерех курни тата йышăнни интереслентерет. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнăскерсене тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕрĕслев кĕтсех тăрать иккен, тĕпре вара – укçа-тенкĕ çитменни. Чылай çамрăкăн ытлă-çитлĕ пурăнас, пуянлăх ытамне тÿрех лекес килет, анчах мĕнле пурнăçламалла куна? Суйласа илнĕ пур çул та пуянлăхпа пĕрлех телей патне илсе тухайĕ-ши? Куна кашни автор хăйне май кăтартса парать», – çапларах çырнă умсăмахра Ольга Федорова пухса хатĕрлекен.
Кăларăмра авторсен биографийĕсене те илсе панă.