Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
11 Августӑн 2021, 12:31

Тăван кĕтес: паллă тата паллă мар

Мияки тăрăхĕнчи Тимеш ялĕнчи вулавăш ĕçĕ-хĕлĕн тĕп юхăмĕсенчен пĕри краеведени шутланать. Çакна тĕпе хурса «Тăван кĕтес: паллă тата паллă мар» проектпа ĕçлесси вĕçленчĕ (ăна 2016-2021 çулсенче пурнăçа кĕртме палăртнăччĕ).

Тăван кĕтес:  паллă тата паллă мар
Тăван кĕтес: паллă тата паллă мар

Пысăк ĕçĕн тулли пĕтĕмлетĕвне «Кожай-Семеновка (Тимаш)» кĕнекере курма пулать. Çĕнĕ кăларăм ПР Хисеплĕ краевечĕ М.Х. Сафин ертсе пынипе‚ «Нива» СПК председателĕ А.Ф. Петров пулăшнипе кун çути курчĕ. Кирлĕ информаци тата сăн ÿкерчĕксем пухассипе ĕçлĕ ушкăн ĕçлерĕ. Унăн йышне Л.В. Андреева‚ Н.И. Семенова‚ В.С. Леонтьева (çак йĕркесен авторĕ) кĕчĕç. Шăпах вĕсем авторсен ушкăнĕнче тăраççĕ те. Эпир тĕрлĕ паха информаципе‚ кивĕ сăн ÿкерчĕксемпе тата документсемпе усă курма ирĕк панă мĕнпур çынсене чунтан тав тăватпăр.
«Кожай-Семеновка (Тимаш)» кĕнекере ял‚ шкулпа колхоз историйĕсем‚ тĕрлĕ тапхăрта Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ çынсен тулли списокĕ вырăн тупнă.
Çĕнĕ кăларăмăн пахалăхĕ мĕнре-ха? Ăна архив материалĕсен никĕсĕ çинче калăпланă. Вĕсене вара Ĕлĕкхи актсен Раççей патшалăх (Мускав хули)‚ Раççей Патшалăх истори (Санкт-Петербург хули) тата Пушкăртстан Республикинчи Наци архивĕсенче тупнă.
Пĕр ял çыннисен йăх-несĕл йывăççисене ПР Правительстви 2006 çулхи май уйăхĕн 10-мĕшĕнче кăларнă 121№ постановленине шута илсе хатĕрленĕ. Унти тĕп тĕллевсенчен пĕри - йăх-несĕл‚ халăх тата тăван кĕтес историне тĕпчесси.
Авторсен ушкăнĕ кашни ăру хăйĕн йăх-несĕл хунавне тĕреклетсе пырасса шанать. Çак çăлкуç малашлăхшăн паха материал пулса тăрĕ.
Çĕнĕ кăларăмпа Тимеш ял вулавăшĕнче паллашма пулать. Ăна вырăнтах туянма май пур.
Вероника ЛЕОНТЬЕВА‚ аслă библиотекарь.
Мияки районĕ‚ Тимеш ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: