Пур хыпар та
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
18 Августӑн 2021, 10:39

Тăван кĕтесе юратса

Хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче Федоровка тăрăхĕнчи Улядаровка ялĕн 100 çулхи юбилейĕнче Любовь Русакован «Манăçми Юманлăх - Незабвенная Улядаровка» кĕнекен презентацийĕ иртни пирки çырса пĕлтернĕччĕ.

Тăван кĕтесе юратса
Тăван кĕтесе юратса

Кĕнекере Юманлăх ял историне çеç мар, Тенейĕнне те тĕплĕн уçса панă. Урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен Юманлăх шăпах Теней ялĕнчен тухнă. Хăй вăхăтĕнче Тенейрен Юманлăх çеç мар, Орловка, Казанка, Верхняя тата Нижняя Митюковкăсем, Васильевка, Дема, Маганевка, Митрофановка ялĕсем те уйрăлса тухнă. Шел пулин те, халĕ вĕсенчен нумайăшĕ çĕр пичĕ çинчен çухалнă ĕнтĕ.
Краеведени тĕпчевĕсем тăрăх, Теней ялĕ 1736 çулта пуçланса кайнă. Шăпах çав вăхăтра çĕр хĕсĕккипе тата вăйпах православи тĕнне йышăнтарнипе тарăхса çитнĕ Атăлçи тăрăхĕнчи вак халăхсем Пушкăртстана тарса килме пуçланă. Çав шутра чăвашсем те сахал мар пулнă. Л.Русакован кĕнекинче вара Теней ялне никĕслекенсем пирĕн тăрăха хăш вырăнсенчен куçса килнине тĕплĕн çырса пĕлтернĕ. Çавăн пекех Теней ялне пысăк йышпа Пушкăртстанри ялсенчен (ытларах хальхи Çтерлĕ районне кĕрекен Анат Меселпуç, Мелеуз (халĕ Мелеуз хули), Мелеуз районĕнчи Зирган ялĕ) куçса килекенсем пулнă. Автор чăвашсем çак утăма мĕн сăлтавпа тунине те çырса пĕлтерет. Вăл вăхăтра чăвашсен хăйсен авалхи ячĕсемпе çÿренĕ пулин те нумайăшне христиан ячĕсем пама пуçланă.
Архив даннăйĕсем тăрăх, 1779 çул тĕлне Теней ялĕнче 147 арçын тата 128 хĕрарăм пурăннă. Вăхăт иртнĕçемĕн (Атăлçи тăрăхĕнчен чăвашсем тата та куçса килнипе) çын шучĕ ÿссе пынă. Тенейсем, ытти чăвашсем пекех, килĕшÿ туса пушкăртсенчен тара е сутăн çĕр илнĕ. Ака тумалли çĕрсемсĕр пуçне ял йĕри-тавра сарăлса выртакан анасемпе хирсене тата кĕтÿ кĕтмелли улăхсене те вĕсен çумне (çын пуçне пĕр теçетке) çирĕплетнĕ. Сашино ялĕ ун чухне пулман, çавăнпа та унти çĕрсем те Тенейĕн шутланнă. Хăйсен хуçалăхĕсенче ĕçленисĕр тата налогсем тÿленисĕр пуçне тенейсем патшалăх тивĕçĕсене те пурнăçланă.
Чи йывăрри рекрут тивĕçĕ шутланнă. Рекрута çынсем пухасси 1699 çултан пуçланнă. Вăл халăхшăн чи йывăр яваплăх пулнă. Рекрута илсе каймалли çынсене хырçă-марçă пуçтаракансем тăратнă. Малтан рекрута ăнсăртран пĕрре илсе кайнă пулсан, 1831 çултанпа (ятарлă устав тухнă хыççăн) çулсерен илсе кайма тытăннă. 1874 çулхи январь уйăхĕнчен Раççейре рекрут системи вырăнне пĕтĕмĕшле çар тивĕçĕ пурнăçа кĕнĕ.
Теней ялĕнчи рекрутсемпе призывниксем Раççей çĕнĕ çĕрсене илес тата çĕршыва хÿтĕлес тĕллевпе пуçланнă пур вăрçа та хутшăннă. «Манăçми Юманлăх» кĕнекере 1914-1918 çулсенче Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă Теней çыннисем çинчен те информаци пур. Вĕсем 138-ăн пулнă.
XIX-XX ĕмĕрсенче Тенейре халăх шучĕ ÿссе пынă. 1899 çул тĕлне ялта 517 арçын тата 526 хĕрарăм пурăннă. Ялта ачасем нумай пулнă. Шкул çуккипе вĕсенчен пĕри те хутла пĕлмен. Çавăнпа та 1872 çулта Теней ялĕнче вак халăхсен ачисем валли пĕр класлă шкул уçăлнă. Вĕрентĕве чăвашла йĕркеленĕ. Çак шкулта тĕнчипе паллă академик, тăпра тĕпчевçи А.И. Антипов-Каратаев тата яла чапа кăларнă ытти çынсем пĕлÿ илнĕ. Вĕсен ячĕсем те кĕнекере пур. Сăмах май каласан, кÿршĕ Федоровка ялĕнче шкула 1846, Кузьминовкăра 1883 çулта уçнă.
Халăх шучĕ нумай пулни тенейсене пушкăрт улпучĕсенчен çĕнĕ çĕрсем туянма, арендăна илме хистенĕ. Çапла майпа Кабакушево ялĕнчи пушкăртсенчен çĕр туяннă. Л.Русакован кĕнекине1905 çулта Сайраново ял пĕрлĕхĕнчи пушкăртсенчен çĕр сутăн илни çинчен калакан документсене те кĕртнĕ. Çĕр çитменнине ял çыннисем Тамбов облаçĕнчен хăйĕн крепостла хресченĕсемпе куçса килсе Теней тата ун çывăхĕнчи çĕрсен пĕр пайне йышăннă Д.Н. Дурасов помещика хирĕç тăнинче те курма пулать. Кĕнекере çак хирĕç-тăрăва интереслĕ майпа çырса кăтартнă. Çавăн пекех çемьесенче çирĕпленнĕ йĕркесене те уçса панă. Амăшĕ укçа çитменнипе хăй ачине пăхма килĕшменни, ăна упăшкин ашшĕне пани çинчен калакан хут та пур.
Малалла автор Теней ялне пырса тивнĕ Граждан вăрçине те сăнласа панă. «1918 çулта 12 çулхи Семен Николаевич Улядаров çĕрле амăшĕпе Матрена Улядаровапа тата çулталăкри Елена йăмăкĕпе урапа кÿлнĕ лашапа килне таврăннă. Ирĕксĕрех хĕрлисемпе шуррисем çăпăçнă тĕле пырса тухнă. Амăшĕ пĕчĕк хĕрне тата йыттине хăй çумне хытă пăчăртаса тытнă. Пăшал сассисем чарăнсан килне кайнă. Ирхине çăлкуç патĕнче, хăйсем утă çулнă вырăнтан 200 метрта, виçĕ хĕрлĕ армеец ÿтне тупнă. Вилнисен хушшинче Кабакушево ял çыннине палласа илнĕ. Урăхла эпизодсем те сахал мар.
1920 çулхи çырав материалĕсем тăрăх, Теней ялĕнче 250 çуртра 608 арçын та 764 хĕрарăм пурăннă. Кĕнекере вăл вăхăтра мĕнле урамсем, вĕсем мĕн ятлă пулни, хăшĕсем паянхи кунччен те сыхланса юлни, тата мĕнле урамсем пулса кайни çинчен информаци пур. Ялта ун чухне пурлăх енчен тĕрлĕ пурăнакан кил хуçалăхсем, пуянсем те, чухăнсем те, пулнă. Вăтам пурăнакансен шутне Федор Николаевич Улядаровăн нумай ачаллă çемйи те кĕнĕ. Çак ĕçчен кил-йышăн мĕн чухлĕ çĕрĕ, выльăх-чĕрлĕхĕ, ял хуçалăх хатĕрĕсем пулнине те çырса кăтартнă.
1921 çулхи май уйăхĕн шăрăх кунĕсенчен пĕринче, вăй питти çынсем ака ĕçĕнче пулнă вăхăтра, Теней ялĕнче вăйлă пушар тухнă. Пĕр шухăш тăрăх, шăрăха пула Федор Никифорович Улядаровăн хуралтинчи çар хатĕрĕсем (вĕсене Граждан вăрçи вăхăтĕнче шуррисем васкав пулса хăварнă пулнă) хăй тĕллĕн çунма пуçланă. Манакай урамĕ пĕтĕмпех çунса пĕтнĕ. Ыттисем çурри таран. Пушар хыççăн килсĕр-çуртсăр тăрса юлнă çынсем çĕнĕ çĕрсене (вăл ял ячĕсене маларах асăннăччĕ) куçса кайнă. Улядаровăн йышлă çемйи Улядаровка ялне пуçарса янă.
Çавăн пекех кĕнекере ял пуçланса кайни, коллективизаци, хресченсен пурлăхĕсене туртса илни, колхозсем туни, вăрçă тата ун хыççăнхи вăхăтсене, ял пурнăçĕн йывăрлăхĕсемпе савăнăçĕсене сăнласа панă.
Пĕлÿ çăлкуçĕн малаллахи пайĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене, тыл ĕçченĕсене, Улядаровкăри шкул пурнăçне, ялти паллă ентешсене халалланă. Уйрăм пайра 18-мĕш ĕмĕртен пуçланса 11 сыпăка çитнĕ Улядаровка ялĕнче пурăннă 20 йăхăн ăру-тăванлăх йывăçĕ вырăн тупнă. Юлашкинчен автор кĕнеке кăларма пулăшнă Валерий ывăлне тата материалсем пуçтарнă, кĕнекене илемлетес ĕçре пулăшнă ентешĕсемпе ял çыннисене тав тăвать.
Елена МАГАНЕВА.
Федоровка районĕ, Теней ялĕ.

Тăван кĕтесе юратса
Тăван кĕтесе юратса
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: