Мероприятие Р.М. Павлов-Илькелри çыравçă, Ф.Н. Вуколов ячĕллĕ обществăлла музей ертÿçи М.А. Николаева, Филипп Николаевичăн çывăх тăванĕсенчен пĕри, Пелепей хулинчи чăваш гимназинче директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ П.Г. Кирилова, Пелепей хулинчи гумантарипе техника колледжĕн вĕрентекенĕ Р.М. Николаева, ПР «Сарпике» чăваш хĕрарăмĕсен Канашĕн Пелепейри уйрăмĕн председателĕ Л.С. Федорова, çÿлерех асăннă колледж студенчĕсем хутшăнчĕç. Типографи сăррин шăрши те сĕвĕрĕлсе ĕлкĕреймен кĕнекепе, унăн авторĕпе тĕп библиотекăри наци литературипе таврапĕлÿ уйрăмĕн тĕп специалисчĕ Р.М. Салимова паллаштарчĕ. Мероприятие те вăлах ертсе пычĕ.
Филипп Николаевич Вуколов-Эрлик – чăваш писателĕ, драматург, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Вăл Пишпÿлек районĕнчи Мелеспуç ялĕнче, 1902 çулхи октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Сăмах май каласан, кăçал вăл çуралнăранпа 120 çул çитет, юбилейлă çул. Çыравçă Пелепей район историйĕнче те тарăн йĕр хăварнă. Филипп Николаевич 1948 çултан пуçласа Этĕл ялĕнче, Пелепей хулинче ĕçленĕ. Шăпах çав çулсенче «Телей шыракансем» повесть çуралнă. Çавăн пекех вулакансем Ф.Н. Вуколова «Ăраскал çулĕ çинче» драма, «Нарспи» музыкăлла драма, «Уçтук» пьеса, Чăваш Енри тата Пушкăртстанри хаçат-журналсенче кун çути курнă ытти хайлавĕсем тăрăх пĕлеççĕ. Автор тепĕр пысăк произведени, «Кăвак хуппи» роман та, çырнă пулнă, анчах хăй сывă чухне ăна кун çути кăтартса ĕлкĕреймен.
Мелеспуç ялĕнчи обществăлла музей ертÿçин Марина Николаеван, Ф.Н. Вуколовăн ывăлĕн Рафаэль Филипповичăн тата мăнукĕн Геннадий Рафаэловичăн пуçарăвĕпе иртнĕ çул вĕçĕнче Пелепей хулинчи типографире авторăн «Кăвак хуппи» («Зарница») романĕ кун çути курма пултарчĕ. Ал çырăвне пичете Рудольф Павлов-Илькелри çыравçă хатĕрлерĕ. Калăпласа йăнăшĕсене тÿрлетекенĕ, кĕнекен ум сăмахне çыраканĕ те вăлах. Редакци йышĕнче – Г.Р. Вуколов, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Ю.Н. Михайлов, ПР чăваш культура обществин председателĕ Ю.П. Михайлов, музей ертÿçи М.А. Николаева, Пишпÿлекри краеведени музейĕн ертÿçи Р.Г. Иванова, Р.М. Павлов çыравçă, Пелепей хулипе районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ В.М. Яковлев. Çакна та палăртса хăвармалла: ал çырăвне хăй вăхăтĕнче Шупашкар хулинчи Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнчен ПР чăваш культура обществин председателĕ Юрий Михайлов ксерокопи туса килнĕччĕ. Ахаль çынсем епле пурăннине те, общество пурнăçне те лайăх пĕлнĕ ентешĕмĕр кĕнекере чăвашсен революцичченхи йывăр пурнăçне, вĕсем вырнаçнă тăрăха, çут çанталăк пуянлăхне, ăна çĕр хуçисемпе вĕсен пулăшаканĕсем пĕр шелсĕр çаратнине тĕплĕн сăнласа панă.
Кĕнеке вулакан патне епле çитни пирки Р.М. Павлов-Илькелри çыравçă-таврапĕлÿçĕ тĕплĕн каласа пачĕ. Марина Николаева музей ĕçĕ-хĕлĕпе, малашнехи плансемпе паллаштарчĕ.
Ф.Н. Вуколов çуралнăранпа пĕр ĕмĕр ытла вăхăт иртнĕ пулин те ăна ас тăвакансем те, пĕлекенсем те пур иккен. Çыравçă пирки хăйсен аса илĕвĕсемпе Полина Кириловапа Роза Николаева паллаштарчĕç.
– Хушăлкара ĕçленĕ вăхăтра Филипп Николаевич пирĕн кукамайсем патĕнче пурăннă. Кукамай ăна кукка тесе чĕннĕ. Вăл Филипп Николаевич питĕ ырă кăмăллă та пултаруллă çын пулнине, çĕрĕ-çĕрĕпе çырса ларнине калатчĕ. Паянхи кунччен те Филипп Николаевич çырнă «Нарспи» драма чи ăнăçлисенчен пĕри шутланать. Вăрçă вăхăтĕнче плена лекмен пулсан Ф.Н. Вуколов клуб ĕçченĕ, ахаль вĕрентекен пулса ĕçлемĕччĕ, – тет Полина Геннадьевна.
– Эпĕ Мелеспуç мăнукĕ. Асатте патĕнче пулнă вăхăтра пирĕн пата Филипп Николаевич килнĕччĕ. Вăрахчен калаçса ларчĕç. Халĕ те куç умĕнчех унăн кăмăллă сăн-пичĕ, – аса илчĕ Роза Михайловна.
Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Пелепей хулинчи филиалĕн ертÿçи пулнă май Рудольф Матвеевич академин хастарĕсене Полина Кириловапа Людмила Никитинана «Хисеплĕ эколог» сумлă ятсем, музей ертÿçине Марина Николаевана «Литература, обществăпа культура пурнăçне хастар хутшăннăшăн» медаль парса чысларĕ.
Презентацие пуçтарăннисем палăртнă тăрăх, çĕнĕ кăларăм библиотека çÿлĕкĕ çинче тивĕçлĕ вырăн тупĕ, вулакансемшĕн чи юратнă чун апачĕсенчен пĕри пулса тăрĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Пелепей хули.