Кĕнекен авторĕсемпе пухса хатĕрлекенĕсем – тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕсем Л.А. Афанасьевапа Л.В. Коротаева. Асăннă кĕнекене «Пушкăрт Республикин чăвашĕсен туй йăли-йĕркин лексики» Раççейĕн тĕп тĕпчевсен фончĕ хута янă проектпа килĕшÿллĕн кăларнă. Каласа хăварас пулать, ăна кафедра преподавателĕсем Л.А. Афанасьева, Н.С. Карпова, Л.В. Коротаева, виçĕ çул Пушкăртстанăн тĕрлĕ районне ăслăлăх экспедицийĕсене çÿресе, унта чăвашсен туй йăли-йĕркин уйрăмлăхĕсене тĕплĕн тĕпчесе чылай ăслăлăх ĕçĕсемпе кĕнекесем кăларчĕç. Çав шутра: «Пушкăртстан чăвашĕсен туй йăли-йĕркин лексикин этнолингвистика словарĕ» («Этнолингвистический словарь лексики свадебной обрядности чувашей Республики Башкортостан») (Л.А. Афанасьева, 2020), «Пушкăртстан чăвашĕсен туй мешехин поэзийĕ», 2 пайлă (Л.А. Афанасьева, Л.В. Коротаева, 2020), «Чăваш туйĕ» фотоальбом (Л.А. Афанасьева, Л.В. Коротаева, 2021). Асăннă ĕçсенче Пушкăртстан Республикин чăвашĕсен туй йăли-йĕркин сăмахлăхĕпе лексика пуянлăхне этнолингвистика енчен тишкернĕ пулсан, «Чăваш туйĕ» фотоальбомра ăслăлăх экспедицийĕсенче пухнă сăн ÿкерчĕксене, ăслăлăх архивĕсенче упранакан фотоматериалсене, Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикипе Пушкăртстан Республикин муниципалитет тата патшалăх музейĕсенче упранакан материалсен фотокопийĕсене, ял музейĕсенче, уйрăм çынсен коллекцийĕсенче сыхланса юлнă япаласен сăн ÿкерчĕкĕсене кĕртнĕ. Кашни музейрах пушкăрт чăвашĕсен туй тумĕсем хушшинче самай хăйне евĕрлĕ, сайра экспонатсем тĕл пулаççĕ. Раççей этнографи музейĕн фондĕнче (Питĕр хули) Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи Пелепей уесĕнчи Слакпуç ялĕн кĕрÿ тутрисем (XIX ĕмĕр) упранаççĕ. Раççей наука академийĕн Ĕпхÿ федераци тĕпчев центрĕн Р.Г. Кузеев ячĕллĕ этнологи тĕпчевĕсен институчĕн археологипе этнографи музейĕн этнографи фончĕсем туй тумĕпе тата атрибутикисемпе пуян. Хĕрсен туй капăрĕсене Çтерлĕ хулинчи историпе краеведени музейĕн фондĕнче курма пулать. Çавăн пекех Пелепей хулин историпе краеведени музейĕн, Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕн, К.В. Ивановăн çурт-музейĕн (Слакпуç ялĕ), Пушкăртстан Республикин халăхĕсен Юматовăри этнографи музейĕн (Ĕпхÿ районĕ, Юматово сали), республикăн шкул тата ял музейĕсен фончĕсенче чылай туй атрибутикипе çыхăннă экспонатсем упранаççĕ. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Ăслăлăх архивĕн фототекинче упранакан сăн ÿкерчĕксемпе чăваш ÿнерçин Ю.А. Зайцевăн Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн пуххисенче упранакан картинăсемпе акварель ÿкерчĕкĕсен фотокопийĕсемпе усă куртăмăр.
Малаллине хаçатăн 20-21 №№ вуласа пĕлме пулать.