Пур хыпар та
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
7 Сентябрӗн 2022, 11:05

Павел Миронов учебникĕ – истори тата культура палăкĕ

Çак кунсенче Мускавра тепĕр хут геометри учебникĕ кун çути курчĕ. Ăна XIX ĕмĕрте Павел Миронов советник хатĕрленĕ. Асăнмалăх япаласен шутне кĕнĕ, революцичченхи Ĕпхĕвĕн историпе культура палăкĕ шутланакан кĕнеке халĕ шкул музейĕнче чи хисеплĕ вырăн йышăнни уйрăмах савăнтарать.

Павел Миронов учебникĕ – истори тата культура палăкĕ
Павел Миронов учебникĕ – истори тата культура палăкĕ

П.М. Миронов кăларнă учебниксене шырас ĕçре унăн ячĕпе хисепленекен Чăваш вырсарни шкулĕн выпускникĕ Юрий Тарасов, шкул директорĕ Иван Тарасов тата асăннă шкулта ĕçлекен Наиль Латыпов (квалификациллĕ техника пулăшăвĕпе тивĕçтерчĕ) пуçарулăх кăтартрĕç.
Хăйне евĕрлĕ учебник-палăк 100 ытла экземпляр тиражпа кун çути курчĕ, унăн электронлă вариантне тĕнче тетĕлĕнче тупма пулать.
«П.М. Миронов XIX-XX ĕмĕрсенчи педагог-математиксенчен тата çĕршыври паллă ăсчахсенчен пĕри шутланать. Вăл геометрине шкулти вĕрентÿ дисциплинине кĕртес тесе чылай вăй хунă. Унăн геометри вĕрентессипе çыхăннă шухăшĕсем паянхи кун та актуаллă, çавăнпа вĕсене пайăн-пайăн тĕпчемелле» тесе çырнă кĕнекен ум сăмахĕнче Орелти И.С. Тургенев ячĕллĕ патшалăх университечĕн Педагогика тата психологи институчĕн директорĕ Оксана Тарасова.
Павел Миронов пурăннă вăхăтра унăн кашни кĕнеки вунă хут ытла кун çути курнă. Хальхи кăларăм (геометрин пĕрремĕш пайĕ) Федор Павлович Васильев укçа-тенкĕ енчен пулăшу панипе пичетленме пултарчĕ. М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университечĕн тава тивĕçлĕ профессорĕ, физикăпа математика наукисен докторĕ Федор Васильевич Ермеккей тăрăхĕнчи Суккул ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ăсчах патриотла проекта пурнăçа кĕртес тесе 2020 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн А.Ю. Иваницкий профессорпа пĕрле «Линейное программирование» моногафи кăларнăшăн тивĕçнĕ ЧР Патшалăх премине уйăрса пачĕ. Унсăр пуçне преми çумне хăйĕн укçи-тенкине те хушрĕ.
Андрей АЛЕКСЕЕВ.
Ĕпхÿ хули.

Павел Миронов учебникĕ – истори тата культура палăкĕ
Павел Миронов учебникĕ – истори тата культура палăкĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: