Пур хыпар та
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
22 Мартӑн 2023, 11:00

Православи кĕнекисем – чăвашла

Март уйăхĕн 14-мĕшĕнче Раççейре Православи кĕнекисен кунне паллă турĕç. Уява Кирилл патриарх пуçарăвĕпе 2009 çулта Вырăс православи чиркĕвĕ йĕркеленĕ. Ăна Руçре пĕрремĕш пичет кăларăмĕ – 1564 çулта Иван Федоровăн «Апостол» кĕнеки – пичетленсе тухнă датăна халалланă.

Православи кĕнекисем – чăвашла
Православи кĕнекисем – чăвашла

Чăваш кĕнеке издательствинче çулсерен тăван чĕлхепе çырнă православи кĕнекисем кун çути кураççĕ. Пĕрремĕш тĕн кĕнекисене чăвашлана ХIX ĕмĕрĕн вĕçĕнчех куçарнă. Уйрăмах çак енĕпе чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев пысăк тÿпе хывнă. Вăл ертсе пынипе Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче куçару комиссийĕ йĕркеленĕ пулнă. Д.Ф. Филимонов, А.В. Рекеев, В.Н. Никифоров тата ытти паллă педагогсем тĕрлĕ çыравçăсен хайлавĕсене чăвашла куçарнă, çав шутра православи литературине те. И.Я. Яковлев куçаракансене текста ăнланса, унăн тĕрĕслĕхне сыхласа хăварса, ыттисене ăнланмалла куçарма ыйтнă.
Нумай çул иртсен, XХI ĕмĕр пуçламăшĕнче, И.Я. Яковлевăн шкулĕнче куçарнă тĕн литератури Виталий Енĕш паллă çыравçа пула çĕнĕрен çуралнă. Виталий Григорьевич аса илнĕ тăрăх, вăл XХ ĕмĕр вĕçĕнче Чăваш Енри пĕр чиркÿре кĕлĕ авалхи славян чĕлхипе пынине, çынсем ăна ăнланманнине асăрханă. «Мĕнле-ха капла, чăвашсен Иван Яковлев хатĕрленĕ хамăр чĕлхепе çырнă православи литературин пуян еткерĕ пур вĕт», – шутласа илнĕ вăл. Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава пехилленипе Виталий Енĕш чăвашла тĕн кĕнекисем хатĕрлеме пуçланă. Вăл Иван Яковлевич вĕренекенĕсем хатĕрленĕ куçарусене тĕпе хунă. Тĕрлĕ çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче «Таса Турă Амăшне Акафистсем», «Псалтирь», «Помянник», «Çĕнĕ Халал» тата ыт.те кун çути курнă.
Ольга ФЕДОРОВА,
Чăваш кĕнеке
издательствин редакторĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: