Нумаях пулмасть чăвашсен тĕп хулинче пулнă май унпа курса калаçма, иртнĕ пурнăçа аса илме тÿр килчĕ. Тĕлпулăва ĕçтеш пушă алăпа килмен, парнелĕх пĕр тĕрке кĕнеке илсе килнĕ. Унта çирĕм ытла «Чун ăшши» кĕнеке. Авторĕ – Валерий Питрав.
Пĕлÿ çăлкуçĕн ум сăмахĕнче калем ăсти çапла çырать: «Хаклă вулаканăм, санăн аллунта – «Чун ăшши» ятлă манăн пĕрремĕш кĕнеке. Тĕрлĕ çулта çырăннă сăвă йĕркисемпе шухăш тĕввисем кĕнĕ унта. Вĕсен ытларах пайне 90-мĕш çулсенче, ыттисене каярахри тапхăрта çырнă. Уйрăмшарăн-уйрăмшарăн тĕрлĕ пичет кăларăмĕнче (Чăваш Енре тата Пушкăртстанра тухса тăракан хаçат-журналта) кун çути курнă вĕсем хăй вăхăтĕнче, пĕрле вара пуçласа пичетленеççĕ.
Пурнăçри нихăçан улшăнми хаклăхсем – çынлăхпа чунлăх, чăнлăхпа тĕрĕслĕх, ăш пиллĕхпе юрату, ыр кăмăллăхпа пархатарлăх ăнлавсем тавра пĕрле шухăшласа пăхма сĕнет çак йĕркесене çыраканĕ саманташсене».
Кĕнеке 200 экземпляр тиражпа Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографинче пичетленсе тухнă. Автор ăна хăйĕн ашшĕпе амăшне – Михаил Петровичпа Анфиса Егоровна Петровсене – халалланă. Каларăма çĕр ытла сăвă тата прозăлла сăвă кĕнĕ. Çавăн пекех Сергей Есенинăн икĕ хайлавне чăвашла куçарнă.
«Кĕнекене алла илсе вуласа пăхма кăмăл тунă мĕнпур ырă çынна вара кăмăлтан тав тăватăп. «Чун ăшши» вĕсен чĕрисене кăштах та пулин ăшăтса ырă енне туртăнма витĕм кÿрессе те шансах тăратăп», - тет автор.
Эпир те Валерий Михайловича çĕнĕ хайлавсем çырма ăнăçу тата çирĕп сывлăх сунатпăр. Черетлĕ кĕнеке кун çути курасса шанса тăратпăр.
Юрий СНЕГОПАД.