Пĕтĕмĕшле пĕлÿ çăлкуçĕ 200 питрен (тĕслĕ сăн ÿкерчĕксене шута илсен) тăрать. Вăл 200 экземплярпа пичетленнĕ. Унта 12 авторăн литературăри тĕрлĕ жанрпа çырнă хайлавĕсем кĕнĕ. Калăпăшĕпе прозăпа поэзи йĕркисем пĕр шайра тесен те йăнăш пулмĕ. Вун икĕ сăмах ăстинчен саккăрăшĕ Чăваш Республикинчи тĕрлĕ писательсен союзĕсен (вĕсем иккĕ) пайташĕсем пулнине те палăртма кăмăллă. Кĕнекен ум сăмахĕнче редактор тивĕçĕсене пурнăçланă Микул Ишимбай çыравçă çапларах çырать: «Ку кĕнекере писательсен союзĕсенче тăракан авторсен хайлавĕсене хăйсем епле çырнă, çав хальлĕнех кĕртес терĕмĕр. Писатель ятне тивĕçнĕ автор вулакансене тивĕçлĕ хайлавсем çырса сĕнмелле. Вĕсене вулакансем тивĕçлĕ хак парасса шанатпăр. Ытти авторсен хайлавĕсенче литература шайне çитермеллисем те пулчĕç. Вĕсене те вулакан хапăл туса йышăнасса шанас килет».
Çĕнĕ кăларăм тухнă ятпа çак кунсенче шуратăлçăсем Пелепей хулинче, «Урал сасси» хаçат редакцинче, пухăнчĕç. Тĕлпулăва «Шуратăл» литпĕрлешÿ ертÿçи Микул Ишимбай çыравçă ертсе пычĕ. Паллах, çĕнĕ кĕнекене алла илнĕ май кашнинех сăмах каламалли тупăнчĕ. Анчах та «çыравçă ĕçне яланах вулакан хак парĕ» текен каларăша асра тытас пулсан пĕтĕмлетÿсене каярах тăвăпăр. Паянхи кун вара тăван чĕлхепе кĕнекесем калăплакан авторсене çамрăк ăру вĕсене сахал е пачах та вуламанни пăшăрхантарать. Канашлура пухăннисем шăпах çакăн çинчен чылай калаçрĕç, шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме уроксем сахал уйăрни тата ашшĕ-амăшĕ çемьере тăван чĕлхе çине сÿрĕк пăхни çак «чирĕн» тĕп сăлтавĕ пулнине палăртрĕç. Çавăнпа та шуратăлçăсем ПР вĕрентÿ тата наука министрĕ Ильдар Мавлетбердин ячĕпе çыру çырма калаçса татăлчĕç. Çак сĕнÿпе Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономин председателĕ Владимир Яковлев та (вăл та çыравçăсен канашлăвне хутшăнчĕ) килĕшрĕ.
Тĕлпулу вăхăтĕнче пиртен уйрăлса кайнă 30 ытла шуратăлçă пирки те сăмах пулчĕ. Александр Савельев-САС, Николай Леонтьев, Владимир Аптраман, Павел Каштан, Михаил Сихун, Ялтăр Мучи, Мĕтри Мишши, Василий Музыкантов, Ольга Савельева, Георгий Никитин, Владимир Озеров, Николай Бишкаинди, Анатолий Евграфов, Венямин Петров, Георгий Тихонов тата ытти сăмах ăстисен ячĕсене аслă ăру лайăх астăвать пулĕ тетĕп. Хальхи вăхăтра литпĕрлешÿ пайташĕсене вĕсен хайлавĕсене пухса уйрăм кĕнеке кăларасси канăç памасть.
– Пĕрле ĕçленĕ ĕçтешсене манар мар, вĕсене асра тытасси пирĕн тивĕç. Мехел çитерсе çак кĕнекене вулакан патне çитермеллех. Укçа-тенкĕпе тата ал çырусемпе тăванĕсемпе тус-пĕлĕшĕсем пулăшасса шанатпăр. «Урал сасси» те архиври хайлавсемпе пулăшма пултарĕ, – терĕ литпĕрлешÿ ертÿçи.
Геннадий Челпир çыравçă Николай Леонтьев писатель-журналистăн асăну хăмине Çтерлĕ хулинче уçас ыйтăва тепĕр хут хускатрĕ. Ку енĕпе Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕ пуçаруллă ĕçлет, хальхи вăхăтра кирлĕ хутсем пухса хатĕрлесси пырать. Паллах, «Шуратăл» литпĕрлешÿ те май çитнĕ таран пулăшмалла, влаç органĕсем те кирлĕ пек тимлĕх уйăрмалла.Тĕлпулăва пухăннисем пурте çак ĕçе вĕçне çитерессе шанаççĕ.
Канашлура çавăн пекех Василий Антонов, Аркадий Русаков, Зинаида Сурпан, Рудольф Павлов, Мелания Никифорова, Геннадий Данилов сăмах ăстисем, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов тухса калаçрĕç, вăл е ку ыйтупа сĕнÿсем пачĕç.
Юрий СНЕГОПАД.
Пелепей хули.