Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
14 Майӑн , 10:45

Çеçпĕл Мишши – яланах пирĕн чĕресенче

Шупашкар хулинче çак кунсенче «Пурăн, пирĕн Çеçпĕл!» – «Живи, наш Çеçпĕл» сăвăсен пуххи кун çути курнă.

Çеçпĕл Мишши  – яланах пирĕн чĕресенче
Çеçпĕл Мишши – яланах пирĕн чĕресенче

Ăна чăваш литературин классикне Çеçпĕл Мишши (Кузьмин Михаил Кузьмич) çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă.
Асăннă сăвă кĕнекине чăваш тĕнчин чаплă ывăлĕн пултарулăхне хаклакан Чăваш Ен, Буряти, Мари Эл, Пушкăртстан, Тутарстан республикисенче, Эрĕнпурпа Ульяновск облаçĕсенче, Мускавпа Киев хулисенче пурăнакан 90 авторăн вырăс тата чăваш чĕлхипе çырнă хайлавĕсем кĕнĕ. Кĕнекене калăплаканĕ Лидия Филиппова писатель-журналист, тĕп редактор-консультанчĕ – Чăваш Ен халăх поэчĕ Юрий Сементер.
2024 çулхи июнь уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Пурăн, пирĕн Çеçпĕл!» – «Живи, наш Çеçпĕл!» сăвă пуххисен презентацине йĕркелеме палăртнă. Вăл Чăваш Республикин Наци библиотекинче 12.30-15.00 сехетсенче иртĕ.
Лидия ФИЛИППОВА.
Шупашкар хули.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: