Пур хыпар та
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
19 Июнӗн , 11:05

Тăван тăрăха халалланă пĕлÿ çăлкуçĕсем кашни ялтах пулмалла

«Шуратал» литпĕрлешÿ пайташĕсем çыравçăсем кăна мар тата ăсчахсем, таврапĕлÿçĕсем те пулнине вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çак енĕпе Аркадий Русаков, Рудольф Павлов-Илкельри, Александр Михайлов (Аллякав Саньки) хăйсен ĕçĕсене пĕр кĕнеке кăна мар, икшер е ытларах та кăларса палăрчĕç. Вера Фомина та вĕсен ырă тĕслĕхне тĕпе хурса кĕнеке калăплама мехел çитерчĕ.

Тăван тăрăха халалланă пĕлÿ çăлкуçĕсем кашни ялтах пулмалла
Тăван тăрăха халалланă пĕлÿ çăлкуçĕсем кашни ялтах пулмалла

«Колесо истории» – Вера Фоминан виççĕмĕш кĕнеки, ăна вырăсла кăларнă. Маларах 2018 çулта «Моя жизнь» (вырăсла сăвăсен пуххи) тата 2020 çулта «Тăван тавралăх» (чăвашла сăвăсен пуххи) тухнăччĕ. «Истори кустăрми», çапла калам-ха чăвашла çĕнĕ кĕнеке ятне. Вăл Çтерлĕ хулинче пичетленнĕ, пурĕ 80 экземплярпа тухнă. Кĕнеке виçĕ пайран тăрать: «Нукасак ялĕн историпе Раççейре XVIII-XXI ĕмĕрсенче пулса иртнĕ тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ пулăмсем», «Пĕлме кăсăк» тата «Литература страници».
Пĕрремĕш пайĕнче Раççей империнче тĕрлĕ пулăмсемпе тата çав вăхăтра Нукасак ялĕ мĕнле пурнăçпа пурăнни çинчен сăмах пырать. Камсем-камсем патша вăхăтĕнчи вăрçăсене хутшăннă, хăçан шкул уçăлнă, камсем вĕрентнĕ тата ыттине те паянхи кунчченех уçса панă. Совет çĕршывĕнче малтан Хрущева, каярах Горбачева улăштарас умĕн лавккасенче апат-çимĕç çухални пулни пирки, çав тапхăрсене те аса илнĕ. Нукасак ялĕнче кашни паллă çыннăн пурăннă çулĕсемпе ятне палăртнă. Пĕр йăх-несĕлтенех тухнă ученăй степенне тивĕçнĕ виçĕ çын камсем пулнине те çакăнта пĕлме пулать.
«Чувашский Нагадак» ятлă кĕнеке 2020 çулта кун çути курнăччĕ. Унта авторсем (Н.А. Осипов, М.Ф. Самкова, М.Х. Сафин) патшалăх архивĕн материалĕсемпе усă курнă. Кунта архиври документсемпе усăланни çинчен çырман, анчах та автор çынсем каланă сăмахĕсене шанчăклă тесе палăртать.
Иккĕмĕш пайне Çтерлĕ хулин историне кĕртнĕ. Кунта Çтерлĕ ячĕпе хисепленекен, çынсем пурăнакан вырăнсем пиллĕк пулнине вуласа пĕлме кăсăк. Тăвар пристанĕн малтанхи тапхăрне çырса кăтартнă. Пушкăрт Республикинче çуралнă паллă çынсен шăпине уçса панă. Ахмет-Заки Валиди пирки автор хăйĕн комментарине те çырнă.
Виççĕмĕш пайне литературăпа çыхăнтарнă. Кунта Валентин Николаев çырнă «Ирĕксĕр таркăн» романăн вырăслана Вера Фомина куçарнă сыпăксене кĕртнĕ. Вулакан ăсчахсем чăваш халăхĕ, чăваш чĕлхи çинчен каланă, чăваш халăхĕ ăçтан пулса кайнă шухăшсемпе паллашма пултарать.
«Колесо истории» кĕнекене автор мĕнле литературăпа усă курнине палăртса вĕçленĕ.
Авăркас тăрăхĕнче, таврапĕлÿçĕсем хастар ĕçленипе, кашни ял хăйĕн историне каласа паракан кĕнекеллĕ пулчĕç. Çапла калама та юрать пуль. Кĕнекисем те тĕрлĕ-çке: хăшĕнче йăх-несĕл тымарне кĕртнĕ, тепринче юрă-такмаксемпе пуянлатнă, сăн ÿкерчĕксем те тивĕçлипех хăйсен вырăнне тупнă.
Ман шутпа, çакăн пек кĕнекесем пурри паха, вĕсем чăннипех те кашни ялăн пулмалла. Вера Александровнана кăçал январь уйăхĕнче Чăваш Республикинчи Писательсен союзне йышăнчĕç. Ĕçтеше çак пулăмпа тата çĕнĕ кĕнеке тухнă ятпа саламласа çирĕп сывлăх, хавхалану, çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунас килет. Çырулăх ĕçĕнче яланах ăнăçса тăтăр, çĕнĕ кĕнекесем вулакансем патне çитсе тăччăр!
Геннадий ЧЕЛПИР çыравçă.
Çтерлĕ хули.

Тăван тăрăха халалланă пĕлÿ çăлкуçĕсем кашни ялтах пулмалла
Тăван тăрăха халалланă пĕлÿ çăлкуçĕсем кашни ялтах пулмалла
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: