Ăна эпĕ ертсе пыракан Иглин районĕнчи Чăваш-Кăпавĕнчи культура çурчĕн «Пилеш» чăваш ансамблĕн пайташĕсем вулама пуçларĕç. Вун пĕр сыпăкран тăракан эссе евĕр калăпланă кăларăмăн ăшлăхне (содержание) уçса парсан, çавна ăнланма пулать: этем эрех-сăрапа виçесĕр иртĕхсе пурăнни тата юлхавлăх ăна илем кÿмест, çитменнине виçесĕр пысăк сиен кăна мар, пурнăçра инкек те хурлăх кăтартса, çуклăх патне çитерет. Ĕçкĕ мĕн чухлĕ мăна текен ăслă-пуçлă çынна çемьерен те ĕçрен уйăрать, этемлĕхрен кăларса, вилĕм патнех илсе çитерет. Кунашкал çынсене эпĕ кăнтăр çутинче хунарпа шыраса çÿремен – вĕсем пирĕн хушăрах килĕшÿсĕр тĕслĕх кăтартса пурăнаççĕ. Çавăн пек чунсене кĕнекере питлесе те хĕрхенсе кăтартма тăрăшрăм. Кунтах эпĕ чăвашсен паллă çыравçине – Ваçили Эткеле юлашки хут курса-калаçса юлнă чăнлавпа та паллаштарасшăн. Çĕр сакăр вун тăватă страницăран тăракан кĕнеке хулăнăшĕпе те, тулаш енĕпе те, капăрлăхĕпе те аптрамасть, ăна алла тытма та кăмăллă. Унăн пахалăхне вара вулакан хак парĕ.
Эпĕ çак, вăтăр пĕрремĕш ĕçпе çеç çырлахасшăн мар – ĕç сĕтелĕ çинче черетлĕ кĕнеке валли пуçтарнă мĕнтел-документсемпе материалсем выртаççĕ тесе пĕлтересшĕн хамăн вулакансене.
Василий АНТОНОВ, çыравçă.