Наталья Игнатьевна вăрăм ĕмĕр пурăнса ирттернĕ, 97 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Вăл вилнĕренпе çулталăк çитес умĕн Ĕпхÿ хулинче унăн ывăлĕ Валериян Алексеев çырнă «Мама» кĕнеке кун çути курчĕ. Асăннă повеçре ялта пурăннă чăваш хĕрне сăнласа панă. Урăхла каласан - 100 çул каяллахи Раççей историйĕн оттискĕ. Совет Союзĕнче, унтан Раççейре мĕн пулса иртни кăларăмра вырăн тупнă.
Наталья Наратастă ялĕнче пурăннă Налимовсен хресчен çемйинчи сакăр ачинчен чи асли пулнă. Хĕр аслă пĕлÿ илмен пулсан та хăйĕн пурнăçĕпе «чăн-чăн хĕрарăм телей килессе кĕтмест, ăна шырамасть, вăл телейлĕ пулма пĕлет» текен каларăша çирĕплетсе панă. Кĕнекере сăнарăн паттăрла пурнăç çулне тĕплĕн уçса панă. Унсăр пуçне вăрçăчченхи канăçсăр çулсенчен пуçласа çав вăхăтри лару-тăрăва та çырса кăтартнă. Наталья Игнатьевнан шăпи урлă телейлĕ çемье йĕркелеме ĕмĕтленнĕ çын калама çук йывăрлăхсене çĕнтерме пултарнине пĕлме пулать. Çавăнпа Валериян Алексеевăн кĕнеки вулакансемшĕн, уйрăмах Çемье çулталăкĕнче, хаклă тупра пулса тăрать.
Повеçе ансат чĕлхепе çырнă, вăл çăмăл вуланать, сюжет йĕрĕ уççăн палăрать. Унта документсемпе сăн ÿкерчĕксем çинче никĕсленнĕ пулăмсене тĕплĕн каласа пани тĕлĕнтерет. Фотодокументсемпе нумай усă курни те содержание хăйне майлă пуянлатнă. Çапла майпа асăннă кăларăм Шаран районĕн тĕлĕнмелле çыннин пурнăçне сăнласа паракан чăн-чăн энциклопеди евĕрех.
Вулакан кĕнеке страницисенчен Наталья Игнатьевнан мăшăрĕн Гурий Петровичăн тата унăн икĕ ывăлĕн пурнăçĕсемпе те паллашать. Валериян тата Петр мĕн ачаранах, ашшĕ-амăшĕпе аякри Чукоткăра пурăннă чухнех, пурнăç йывăрлăхне пĕлсе çитĕннĕ. Унсăр пуçне вĕсем çамрăклах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Анчах амăшĕн вĕçĕ-хĕррисĕр юратăвĕ, ăшши ашшĕ çуккине туйма паман. Арçын ачасем аслă пĕлÿ илнĕ, пирĕн çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинĕсем пулса тăнă. Вĕсем хăйсен амăшне мĕн тери юратни, хисеплени ыттисемшĕн тĕслĕх пулмалла. Çак тĕлĕнмелле ачасем ывăл тивĕçне туллин пурнăçланă, вахта мелĕпе тенĕ пек Мускавран Шарана килсе çÿретчĕç, амăшĕн пурнăçне хăтлăрах тăвас тесе тăрăшатчĕç, пысăк тимлĕх уйăратчĕç. Наталья Алексеева мĕн виличчен нуша курмасăр пурăнчĕ. Пурнăçран та илемлĕ уйрăлса кайрĕ…
Хисеплĕ вулакансем! Эпир вырăнти авторăн черетлĕ кĕнекине алла илтĕмĕр. Эпĕ Валериян Гурьевича пултарулăхри ăнăçупа саламлатăп, çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатăп.
Раиль МУСИН, РФ Журналистсен союзĕн пайташĕ, писатель-таврапĕлÿçĕ.
Шаран районĕ.