Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
20 Декабрӗн , 15:00

Вутра-шывра хурçăланнă çынсем

Малтанах Аляккав Сантăрĕпе хăйĕнпе паллăштарма тивет, мĕншĕн тесен пирĕн вулакансем ăна, тăхăр кĕнеке пичетлесе кăларнă çыравçа, пурте астуса юлайман. Ячĕ-ĕçĕ пирки каланисем интернетра та, энциклопедисенче те пур. Кĕскен палăртса хăварăпăр: Александр Парфирьевич Михайлов (Аляккав Сантăрĕ) Пушкăртстанри Йĕкенпуç ялĕнче (Васильевкăра) 1937 çулта çуралнă, Айгуль ялĕнче ÿснĕ. Çитес январь уйăхĕнче 88 çул тултарать. Яш чухне Салават хулинче сварщик пулнă, çар хĕсметĕнче тăнă, çамрăксен каçхи вăтам шкулне çÿренĕ. Свердловскра юриста вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш Республикинче прокуратурăра ĕçленĕ, унтан тăван Салаватра канăва тухичченех тăрăшнă.

Вутра-шывра хурçăланнă çынсем
Вутра-шывра хурçăланнă çынсем

Вăл – хастар таврапĕлÿçĕ, Чăваш наци академийĕн пайташĕ. Пушкăртри чăвашсен юррисене, ваттисен сăмахĕсене, çунатлă каларăшĕсене пухса чăвашла-вырăсла кĕнекесем кăларнă. Эпĕ унпа 2001 çулта «История села Айгуль» пуян кĕнеке кăларсан паллашрăм.
Халĕ чĕрĕк ĕмĕр пухнă çывăх пĕлтерĕшлĕ сăмахсен (синонимсен) словарьне пичете хатĕрлет. Чăваш тĕпчев институчĕпе çыхăнса çак сăмахсăра çутта кăларасшăн. Ăна якатма хăйсен ял çынни Юрий Виноградов чĕлхеçĕ, пичетлесе кăларма Анатолий Аксаков депутат пулăшсан аванччĕ.
Аляккав Сантăрĕ тăххăрмĕш кĕнеке – чăтăмлă, сăпай, ăслă та паттăр ентеш çинчен «Хурçăран çирĕп чунлă чăваш» (Новосибирск, «Академкнига», 2024) хайлав – кăларчĕ. Ку Пушкăртстанри Зилаир районĕнчи Йăван Кăвалат (Ивано-Кувалат) ялĕнче çуралса ÿснĕ, пурăннă чăваш çынни Григорий Никитович Павлов (1922-2005 çулсем) хăй пурнăçĕ çинчен вун виçĕ кассетăлăх каласа панă чăн пулнă халай (повесть-быль).
Пушкăртстанра çарпа ĕç геройĕсен ятне илнĕ чăвашсем йышлă. Григорий Павлов та çавсен ретĕнчен. Кĕнекере унăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне те, медалĕсене те асăнман пулсан та унăн сăн ÿкерчĕкĕ çинче кăкăр тулли орден-медаль. Çивĕч пуçлă ача, тĕреклĕ ял çамрăкĕ, çут çанталăк художник пулма талант панă этем. Кам пуласси ача чухнех палăрнă. Лётчика Саратов облаçĕнчи Энгельс хулинчи училищĕре вĕреннĕ. 20 çулта вут-çулăма лекнĕ. Фронтра летчик мар, минометчик, связист пулса çапăçнă. Политрук çумĕ пулма суйланă çамрăк коммуниста. Вăл чăтса ирттернине тĕплĕн çырса кăтартни таймăк-шаймăк (приключени) кĕнеки пекех. Халай геройĕ пин-пин çынран пĕри кăна, советсен миллионсемлĕ пĕрлĕхĕн пĕр хурçă татăкĕ. Григорий Никитич Павлов пурнăçĕ урлă пĕтĕм ăру сăн-сăпачĕ, шăпи, шухăш-ĕмĕчĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тухса тăрать.
Ку ăрăвăн пурнăçĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче иртнĕ, тискер 37-мĕш çул хăрушлăхĕпе касăлнă, Аслă вăрçă вучĕ витĕр тухнă. Совет Союзне юнпа хÿтĕлесе, темиçе хут вилсе чĕрĕлнĕ хурçă салтак-ветеран юлашки çулĕсене те чăтăмлăн, шухăшлăн, тирпейлĕ пурăнса ирттерет. Малашнехи ачасем ХХ ĕмĕрти маçак-мамаксен вутри-шыври кунĕсене, вĕсен çĕршыв телейĕшĕн ялкăшнă чунĕсене ăнланайĕç-ши, çук-ши элле? Анчах ку хайлавра каласа пани истори тĕпелĕнче ĕмĕрлĕхех курăнуллă чăнлăх пулса юлчĕ.
Кĕнекене вуланă чухне калас килчĕ: чăваш чĕлхи пĕтсе пырать тетпĕр. Чăваша пăтратакан, чăвашла пĕлеймен тăмсайсем нумайланса пыраççĕ. Чĕлхе пурăнать çеç мар, çĕршывĕпех аталанать. Пушкăртстан, Тутарстан, Чĕмпĕр, Иркутск тата таçти-таçти чăвашсем, курăсăн, Шупашкарта, Питĕрте, Мускавра, Хусанта, Ульяновскра, Самарта, Пелепейре, Çĕнçĕпĕрте сăвă-юрă, калав-сăскан хаçат-журнал пичетлеççĕ, сайра усă куракан тата вырăнти сăмахсемпе тăван чĕлхене пуянлатса пыраççĕ.
«Хурçă мĕнле хĕрнĕ» е чăн-чăн этем Маресьев лётчик çинчен калакан халай та ахальтен мар аса килет Сантăр Аляккав кĕнекине вуланă чухне. Халай геройĕн Кĕркури Никитичăн çирĕп характерĕпе, кĕлетке пиçĕлĕхĕпе, ăслă пуçĕпе, ĕç пултарулăхĕпе тыткăнлать вăл вулакана. Халайри чăн пулнă ĕçсем астарса тăраççĕ. Унта йĕрсе ямалла тискер ÿкерчĕксем, кулса илмелле кулăшла самантсем сиксе тухаççĕ. Кĕнекен кирек хăш сыпăкне илсен те, унта ĕçсем мĕнле пулса иртнине питех те çыхăнтарса панă. Пĕр утăм хыççăн тепĕр утăмĕ мĕнле пулĕ-ши тесе вулатăн. Тата тепĕр йĕр астарса тăрать: «штатра тăман» хыпарçă-журналист хаçат валли очерк çырас тесе ват салтака шыраса тупнă та канăç памасть. Анчах лешĕ текех ачалăхĕ, ликбез шкулĕсенче вĕренни, хитре тавралăх, ял пурнăçĕ, ашшĕ-амăшĕ, колхозри яшлăхĕ, амансан ăçта-ăçта лекни çинчен вăрах та тĕплĕ сăмахлать. Хаçатçăпа пĕрле «салтакри паттăрлăх, орденсемпе медальсем илни çинчен хăçан калама пуçлать-ши» тесе пăшăрханса ларатăн.
Ашшĕ ывăлне çар комиссариатне лашапа ăсатса ярать. Ывăлĕ лётчика вĕренме каясшăн. Вăл çирĕп тĕллевлĕ. Ашшĕн ачине çав пĕлмен ĕçе ярас килмест. Питĕ ăста çырса кăтартнă ваттипе яшшин тăнлă хутшăнăвне. Ун пек лайăх вырăнсем халайра йĕркипех. Çапла калани паянхи ачасене те килĕшетех пулĕ тетĕп.
Лайăх вĕреннĕ хастар курсанта, вăрçă пуçламăшĕнче самолетсем çуккипе, пĕтĕм училищĕпе пĕрле çапăçакан пехотăна пулăшма фронта васкавлăн ăсатаççĕ. Мускава хÿтĕлеме мĕнпур вăя пухать çĕршыв. Брянск фрончĕ. Эпĕ кунта 1942 çулта мĕнле лару-тăру пулнине пĕлетĕп. Атте çапăçса вилнĕ вырăнсене çуран утса куртăм. Виç салтака икĕ винтовка. Тăшман тулхăрать. Пирĕн танксем те, самолётсем те çитмеççĕ. Танкиста, летчика вĕреннĕ яш сержантсем, лейтенантсем хĕрĕхри атте-салтаксене çапăçусене ертсе каяççĕ. Вилеççĕ, аманаççĕ, çĕнтерÿшĕн çамрăк ĕмĕр те шел мар. Павлов сержанта кĕçех Сталинград фронтне ăсатаççĕ. Утăм хыççăн утăм сиктермесĕр каласа панă унта мĕн-мĕн чăтса ирттернине. Политрук вилĕмĕ, сутăнчăк тупăнни, снайпера тĕп туни, ÿсĕр эсесовецсем кинори пек «пăспа хăратмалла» çапăçу ирттерни, пĕччен çар складне сыхлани - тем те курма тивнĕ салтака.
Малтан сылтăм ураран аманнă каччă иккĕмĕш хут питпе-куçпа, пĕтĕм кĕлеткепе çуннă, касăлнă. Ӳтĕнчен 22 ванчăк кăларать çар врачĕ. Çирĕм икĕ çулхи каччă вилĕме парăнмасть. Ун тĕлне тата ăста тухтăрсем лекеççĕ. Питĕ тимлĕ пăхаççĕ ăна. Сăлтавĕ те пулнă çав. Салтак сулахай аллипе ÿкерсех тантăшĕсене, тухтăрсене тĕлĕнтернĕ. Касас хулне çавăнпах сывă хăвараççĕ, хăйсем тунă, ыттисен çук тару-эмелпе сиплеççĕ.
Григорий Никитович тем пекех лётчика каяс тесен те авиацие лекеймест. Тамбовра вĕçев тĕрĕслевне ăнăçлă иртнĕ пулсан та, аманнă урине пула ăна тухтăр авиаци полкне илме килĕшмест. Ун чухне Алексей Маресьев пек хыпăнакан яшсем сахал мар тупăннă. Григорий Павловра вырăс ачинни пек чăрсăрлăх пулайман иккен.
Ăна разведчиксен шкулне вĕренме илсе каяççĕ. Кĕçех вăрçă пĕтет. Тÿрĕ чунлă Григорий Павлов кун пек ĕçе тытăнма килĕшмест, шкултан куçать.
Тепĕр ĕмĕчĕ унăн пурнăçланатех. Художник дипломне салтак Дон çинчи Ростов хулинче, нумай çул нушаланса, татăкăн-сыпăкăн вĕренсе илет. Кунтах юратса пăрахнă хĕрпе паллашать, пĕрлешет, хĕрпе ывăл ÿстереççĕ. Ку юрату юррине вара кĕнекере пит селĕм те çĕкленÿллĕ кăтартнă. Малашне художник театрсенче, предприятисенче ÿкерсе пурăнать.
Тăван Чирпай ялĕ, Пенза облаçĕнчи Белинский таврашĕнчи госпитальсем («Çул çинче» сыпăк), Елабуга хулинчи училище, Кисловодск курорчĕ, юратнă Салаватпа Çтерлĕ хули... Ăçта çитсен те, темле йывăр пулсан та чăваш ятне ямасть вăл. Нĕрсĕрлĕхе парăнмасăр, йывăра чăтса, чап-мухтав шырамасăр, пурнăçа ырăлатса та йĕркелесе, çĕршывшăн ĕçлесе ирттерет. Синкерлĕ кăмăлпа, патшалăха сутса янă вăхăтри пăтăрмахсемпе вĕçленет кĕнеке.
Çĕршывра паттăрлăх çухалман, Владимир Путин президент Аслă Çĕнтерĕве тавăрса пачĕ! Сыхлавçă салтак чысне неофашистсене таптама памарĕ.
Хурçă пек чăтăмлă чăваш салтакĕ çинчен Пушкăртра кĕнеке тăрăх шкулсемпе вулавăшсенче тĕлпулусем, конкурссем, конференцисем ирттерме пуçланă та ĕнтĕ. Лайăх парне хатĕрленĕ Александр Михайлов-Аляккав Çĕнтерÿ çулталăкĕ валли!
Виталий СТАНЬЯЛ,
филологи наукисен кандидачĕ.

Вутра-шывра хурçăланнă çынсем
Вутра-шывра хурçăланнă çынсем
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: