Эп унпа 2001 çулхине «История села Айгуль» кĕнеки кун çути курсан паллашнăччĕ. Ун чухнех вăл мана анлă тавракурăмĕпе, пур ĕçе те тĕплĕн тунипе килĕшнĕччĕ. Тепĕр 5 çултан çак юлташ çĕнĕ кĕнеке – «Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсен тата çунатлă пуплевсен чăвашла-вырăсла пуххи» ятлăскерне, Шупашкарта пичетлесе кăларма мехел çитерчĕ. Паллах, хыт хуплашкаллă, 477 питлĕ, 1 пин тиражпа тухнă кĕнекешĕн пайтах тÿлемелле пулнă. Кунта Александр Парфирьевич май тупнă. Юрист пулса ĕçленĕ вăхăтра хăйне панă пÿлĕмне сутса кĕнекишĕн тÿленĕ. Ун чухне нумайăш мухтарĕç ăна çак чăвашлăх туйăмĕллĕ ĕçшĕн, хăш-пĕрисем кăна «Хальхи саманара ухмах кăна хваттер сутса кĕнеке кăларать» тесе шăл йĕрчĕç. Виççĕмĕш кĕнеки «Пушкăрт Республикинче пурăнакан чăвашсен юррисем» ятпа Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографире 2013 çулта тухрĕ. Унта кĕнĕ халăх юррисене Александр Парфирьевич 1989-2012 çулсенче пухса хатĕрленĕ иккен. 23 çул хушши пĕрчĕн-пĕрчĕн вĕсене пухма чăтăмлăх çитерни хăй паттăрлăх мар-и вара? Шел, çак кĕнеке 50 экземпляр анчах пичетленсе тухрĕ. Кун хыççăн, 2018 çулта Новосибирскри «Академиздат» издательствăра унăн «Жизнь, какою она была» ятпа автобиографилле романĕ ик вариантпа кун çути курчĕ. Кĕнекери ĕçсем хăй астума пуçланă вăхăтран пуçланса хальхи саманари пурнăçне сăнласа кăтартнипе вĕçленеççĕ. Хыт хуплашкаллă кĕнекере 800 ытла страница пулнине шута илсен, вăл мĕн хака кайса ларнине, мĕншĕн ик вариантлă кĕнеке 50 яхăн экземплярпа кăна тухнине тавçăрса илме пулать. Тепĕр кĕнеки – «Ваттисен чăвашла-вырăсла сăмахĕсемпе каларăшсем» ятпа çав издательствăрах тухрĕ. Вăл «Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсен тата çунатлă пуплевсен чăвашла-вырăсла пуххи» кĕнекен хушса çырнă варианчĕ пулчĕ. 2020 çулта тухнăскере алла илме те кăмăллă. Тĕслĕ ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ хыт хуплашкаллă, 488 страницăллă, яка шурă хут çине пичетленĕ, ăнланмалла чĕлхепе çырнă кĕнеке шкулсенче, аслă пĕлÿ паракан заведенисенче вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн кирлĕ пуласси пирки иккĕленÿ çук манăн. Халăх ăсчахĕн «Сборник родословных семей живущих в селе Айгулево» (2020 ç.) тата «В жизни побываешь и в Сибири» (2022ç.) кĕнекисем тухнине палăртмалла. Иртнĕ çул Александр Парфирьевич тепĕр сумлă кĕнекепе вулакансене савăнтарчĕ. «Хурçăран та çирĕп чунлă чăваш» ятлă чăвашла çырнă документаллă повесть вăл. Çак кĕнеке çинчен ăсчах, литературовед В.П.Станъял тĕплĕн çырчĕ пулсан та вулакансене хамăн шухăшсене пĕлтерес тетĕп. 5-6 çул каялла Александр Парфирьевич мана çак кĕнекен диктофонпа çырса илнĕ вариантне интернетпа куçарса панăччĕ. Эп çав аудиокассетăсенчен «Хура ăйăр» ятлă пĕр сыпăка хут çине куçарса илсе «Урал сасси» хаçатра пичетленĕччĕ. Чăваш фронтовикĕ каласа панине 13 аудиокассета çине çырса илнине хут çине куçарса 272 страницăллă кĕнеке кăларассишĕн авторĕ мĕн чуль вăхăтпа вăй-хал çухатнине халь тавçăрса илме кăна пулать. Повеçе Григорий Никитич хăй каласа панă пекех çырса кăтартнăран пирĕн патри чăвашсен калаçу чĕлхине тÿрех ăнланса илетĕн. Хальхи çамрăксен ват салтакран вĕренмелли пайтах кĕнекере. Хăй мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă пулни ăна темиçе хут та вилĕмрен çăлса хăварать, чун çирĕплĕхне аталантарать. Повеçре мыскараллă самантсем те тĕл пулаççĕ. Сăмахран: «Чирпай ялĕнчи пурнăç» сыпăкра упăшкисене кĕтсе илеймен хĕрарăмсем хăйсем пекех пысăк хуйхăллисемпе хутшăнса шавлă ĕçкĕ-çикĕпе пурăнма пуçлаççĕ. Каçсерен Григорий Никитичăн амăшĕн аппăшĕ – Пăлаки ятлăскерĕн килĕнче пухăнаççĕ. Çав хĕрарăмсенчен кашниех хуйхисене пусарас тесе эрех-сăра тавраш чиксе килет. Вăхăт иртерехпе Пăлаки карчăк сыпкалама юратакана çаврăнать. Мухмăр уçма килĕнче пулмасан çак ялтах çемйисемпе пурăнакан ачисен килĕсене кайса, лешсем ĕçе кайнипе усăланса ĕçмелли шырать. Сыпмалли тупаймасан лавккаран одеколон илсе ĕçет. Пĕррехинче çак Пăлаки мухмăр чĕртме тупаймасăр килне сĕтĕрĕнсе таврăнать те урайне йăванса кайса пĕр вăхăт асапланса выртнă хыççăн вилсе каять. Ăна пытарма килнĕ хĕрарăмсем хуйха ÿкеççĕ: Малашне кам патĕнче пухăнмалла? Килнисенчен пĕр хĕрарăмĕ хăйпе одеколон чиксе килнĕ иккен. Одеколон кĕленчине уçса, Пăлаки карчăка асăнса савăт çăварĕнченех пĕр çăтăм ĕçет те хайхи:
– Пăлаки аппа одеколон ĕçме пит юрататчĕ. Умăнта пултăр, леш тĕнчере тутă çÿре! Кун пеккине сана памĕç унта! – тесе юлнине вилнĕ çын пичĕ çине сапать.
Çак вăхăтра ик пукан çинче ларакан тупăк тÿнсе каяс пек çатăртатса хускалса илет те… Малалла мĕн пулнине вулакан кĕнекепе паллашсан паллă пулĕ.
Çак кĕнеке халь тухни, кăçал Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине, Александр Парфирьевич хăй январь уйăхĕн 10-мĕшĕнче 88 çул тултарассине шута илсен, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Апла пулсан пирĕн те, унăн ĕçтешĕсемпе юлташĕсен, ăна саламласа çирĕп сывлăхпа вăрăм ĕмĕр, малашне те хастарлăх сунма сăлтав пур. Кĕнекене туянса вулас тесен авторĕпе хăйĕнпе çыхăнма сĕнетĕп. Телефон номерĕ редакцире.
Микул ИШИМБАЙ, «Шуратăл» литпĕрлешÿ правленин председателĕ.