Пур хыпар та
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
30 Майӑн 2025, 10:00

Хапăл пулăр шуратăлçăсен çĕнĕ кĕнекине

«Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсем çулсерен кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларасси ырă йăлана кĕнĕ. Çав шутра уйрăм авторсен ĕçĕсем те, йышпа пухса хатĕрленисем те пур.

Хапăл пулăр шуратăлçăсен çĕнĕ кĕнекине
Хапăл пулăр шуратăлçăсен çĕнĕ кĕнекине

Вĕсем ытларах чухне Шупашкарта е Пелепей хулисенче пичетленеççĕ. Çак кунсенче вара вулакансем патне вĕсен черетлĕ парни çитрĕ. Унăн ячĕ илĕртÿллĕ те кăмăллă – «Эп телей шыратăп».
Çĕре яхăн питрен тăракан пĕлÿ çăлкуçне виçĕ автор хайлавĕсем (пĕр поэма, 8 сăвăлла юмах тата сăвăсем) кĕнĕ. Лидия Шурçăл (Пелепей тăрăхĕ), Мелания Никифорова (Мияки районĕ) тата Нина Степанова-Лотос (Авăркас тăрăхĕ) сăмах ăстисен ĕçĕсемпе шăпах çак кĕнекене алла илсен паллашма май пулĕ. Ăна вĕсем чăваш литература чĕлхине никĕслекен Кĕçтенттин Иванов 135 çул тултарнине тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă. «Эп телей шыратăп» сăвăсен пуххи 150 экземплярпа Пелепей хулинчи «Оригамикс» пичет центрĕнче кун çути курнă.
«Нумай калас сăмахсем,
Хăшне малтан калам-ши?
«Ăсли нумай калаçмасть», –
Тесе пăртак чăтам-ши»,
– тесе пуçлать Лидия Шурçăл хăйĕн «Эпĕ телей шырани» поэмине. Малалла автор хăй телей шыраса утакан çул çинчи самантсемпе, «телей» сăмаха чĕре мĕнле йышăннипе паллаштарать. Кĕнекере Лидия Алексадровнан тĕрлĕ темăпа çырнă 19 сăвви те вырăн тупнă.
Мелания Никифорован сăвăлла юмахĕсем çамрăк ăрăва çеç мар, аслисене те килĕшмелле. Унăн хайлавĕсенче ырра вĕрентекен ансат та ăнланмалла йĕркесем чылай. Вĕсене сăмах ăсти илемлĕх мелĕсемпе усă курса чĕрене пырса тивмелле «шăрçаланă». Тĕслĕх вырăнне «Ухмах шыракан» юмахри тăватă йĕркене илсе пăхар:
«Çак ĕç пулнă юмахра -–
Ăс тени çук ухмахра.
Ухмаха вĕрентесси –
Вилнĕ çынна чĕртесси», – тет автор.
«Эп телей шыратăп» кĕнекене Нина Лотосăн 15 сăвви кĕнĕ. Нина Никитичнан пултарулăх анинчи ăсталăхĕпе эпир ытларах интернетри ушкăнсем урлă паллашатпăр. Хальхинче вĕсем сăвăсен пуххине кĕме тивĕç пулчĕç. Ку савăнтарать, кăмăла çĕклет, хавхалантарать. Çыравçă пурнăçра пулса иртекен кашни саманта хут çине куçарма тăрăшать. Акă, саркайăкпа шăпчăкăн юррине çапла çырса кăтартать:
«Концерт пырать сад пахчинче,
Вылять симфони ир çинче.
Кĕвве ик уçă сас уçать:
Саркайăк шăпчăкпа юрлать».
Пĕлÿ çăлкуçне пухса хатĕрлекенĕ - «Шуратăл» литпĕрлешÿ ертÿçи, Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен тата Раççей Писателĕсен союзĕсен пайташĕ Микул Ишимбай, редакторĕ – Юрий Михайлов журналист.
Паллах, кĕнекене алла илсе тишкермесĕр туллин хак параймăн. Мĕнпур тиража авторсен аллине панă. Çавăнпа та вĕсемпе çыхăнма пулать, ку енĕпе сире «Урал сасси» хаçат редакцийĕ пулăшĕ.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас