Кĕнеке авторĕ Геннадий Челпир (Геннадий Васильевич Тимофеев) Çтерлĕпуç тăрăхне кĕрекен Тетĕрпуç ялĕнче 1963 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Вăл – поэт, драматург, Чăваш Республикипе Раççей Федерацийĕн Çыравçисен пĕрлĕхĕсен пайташĕ. Унăн «Виç кĕтеслĕ юрату» пьеси тăрăх Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕ 2017 çулта спектакль лартнă. Çав çулах «Сказочная палитра» театрсен фестивалĕнче трагеди лауреат ятне тивĕçнĕ.
Мĕн çинчен сăмах пырать-ха «Артейра»? Ватă асамçă Кĕмĕлпи ятлă патша хĕрне тăшмансенчен çăлас тесе ĕнче (жемчуг) çавăрать. Хăй çăхан пулса тăрать те ăна пĕрле илсе вĕçсе каять. Вăй-халĕ пĕтсе çитсен сĕм вăрманта вырнаçнă ялти пĕр çурта кĕрсе хайхискерне пытарса хăварать. Ĕнчĕ вăхăтлăха кăна хĕре çаврăнма пултарать. Кил хуçи – Артей – хĕре пулăшма сăмах парать, вĕрÿ-суру сĕрĕмне сирес тĕллевпе таçта кайса çухалнă асамçа шырама тухса утать...
Çул çинче тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухма тивет каччăн. Ылтăн-кĕмĕлпе те, керменпе те, утраври чаплă пурнăçпа та илĕртеççĕ ăна. Ăçталла çул тытнине те манса кайăн.
Кĕвĕ-çемĕ пуçланать,
Выляканĕ хуçланать.
Юрăçи асамласа
Пăтратса ярать ăса.
Ак, Артей çиет, кулать,
Мĕншĕн килнине манать…
Çак вăхăтра каччăн амăшĕ Теверук килĕнче кулянса ларать. Кĕмĕлпин шăпи малашне еплерех йĕркеленесси те паллă мар. Усал вара вăй илсех пырать. Пархатарлă сăнарсен ырришĕн çине тăмаллах. Юмах мĕнпе вĕçленнине пĕлес тесен кăларăмпа паллашма сĕнетпĕр.
Чăваш кĕнеке издательстви.
Хисеплĕ туссем, паян эпир сире «Артей» юмахăн «Мыскара» ятлă пĕрремĕш сыпăкĕпе паллашма сĕнетпĕр. Кĕнеке кăмăла кайсан авторпа çыхăнма пулать.
Мыскара
Сĕм вăрман тăрăхĕнче,
Пит инçех те мар ялта,
Пĕрене хушăкĕнче
Çавăрса йăва йăлтах
Вăй хумасăр хыснара
Пурăннă тет мыскара.
Никамран та вăл тарман,
Шыракан ăна пулман.
Никама та тĕкĕнмен,
Шăпăрт пурăннă пĕччен,
Çавăнпа та ун çинчен
Пĕлекен пулман хальччен.
Шăрчăк тусĕ шарламан,
Каç çитсессĕн хушăран
Кĕвĕ-çемĕ шăратма
Шăппăн тухнă хушăкран.
Купăс сассипе вара
Тулнă пĕчĕк йывăç çурт.
Хĕпĕртет пуль-çке, ара,
Тăнăçлăхĕшĕн хĕрт-сурт.
Çĕр ĕçченĕ – кил хуçи –
Ĕнтĕ хăнăхнă пулас,
Канăç ыйтнă чух пÿ-си
Ыйхăран тăрса юлмасть.
Ирпелен каллех ĕçе
Тăнă май пикенмелле,
Мĕн палăртнине веçех
Тумалла, ĕлкĕрмелле.
Мĕн чул тăрăшсассăн та
Юраймасть вăл улпута.
Унăн ĕçĕ пур тата,
Вĕçленмест пуль, тупата.
Тар тăксан та кунĕпе
Çĕр ĕçченĕ чăннипе
Мухтанаймĕ мулĕпе,
Чухăн мар çеç чунĕпе.
Çак мула ăçтан илен?
Сутăнмасть вăл — ху пĕлен.
Тĕнĕлне хуçмасăрах
Пурнăç куçĕччĕ ялта,
Çулăхать анчах хурах –
Хырçă пухакан Калта.
Хÿрине вăл пăтратать –
Чухăна пăхăнтарать.
Питĕ хытă харкашать,
Парăма татма ыйтать.
Вăл илтмест «çук!» căмаха:
«Хăть те вил, – тет, – тупмалла!
Ӳкĕтлетĕн кăлăхах,
Мĕн пулсан та памаллах».
Палăртнă кил-çурт умне
Вăл çитет тарçисемпе.
Хуçана чĕнет умне
Пĕтĕм кил-çурт йышĕпе.
«Эс, Артей, çак çурт хуçи,
Сан аннÿ те Теверук –
Шут çинче кăтартнă çын.
Сирĕншĕн ман пĕлтерÿ:
Хырçă пур – тÿлемелле,
Парăма пĕтермелле.
Сăмаха итлемесен,
Пĕтĕмпе тÿлемесен
Эп сире кăтартăп хур –
Тăн кĕртме ман хулă пур!»
Ют çын умĕнче Артей
Çухалмарĕ-çке пĕртте.
«Эсĕ аннене ан тыт,
Кирлĕ-тĕк манран çеç ыйт», –
Хирĕç утăм çеç тăвать –
Ачана Калта чарать:
«Мăк тухман сăмсу айне,
Çит малтан арсен шайне».
Ывăл – хÿтлĕх амăшне,
Амăш – хÿтлĕх ывăлне:
«Ылтăн чунлă ачана
Ан шантар-ха нушана...»
Калтана хăть те ача,
Хăть хĕрарăм – пĕр калча:
«Теверук – чакка чана,
Ан чаклат кунта мана.
Чунĕ ылтăнран пулсан
Туххăм патăр кăларса!
Манпала сăмахлашсан
Кайăп та ак тулхăрса...»
Çывăхри пĕр тарçине
Кăчăк туртрĕ хăй çумне:
«Мул упраççĕ арчара,
Веç ухтар, кĕрсе шыра!
Тăпăлтар-ха тĕпĕнчен,
Сасă тумĕç тепринче».
Хырçă пухакан тарçи
Тапрĕ сикрĕ кил-çурта.
Çавăрчĕ веç айăн-çийĕн,
Тин çуртраччĕ, халь тулта.
Хĕснĕ икĕ пÿрнипе,
Çутă ĕнчĕ – аллинче.
«Тупрăм, – тет, – шыранине
Пĕрене хушăкĕнче».
Мыскара ку, мыскара:
Çуккă ĕнчĕ чухăнра.
Тен, куççуль вăл – тап-таса!
Тинкереççĕ аптраса.
Аптраса тинкернĕ чух
Ĕнчĕ ÿснĕçем ÿсет.
Тин пăрçаччĕ, мечĕк чух
Ĕнчĕ çĕр çине ÿкет.
Ĕнчĕ çĕр çине ÿкет –
Пин-пин ванчăка çитет.
Сарăлать кил картине,
Тăсăлать анкартине.
Хуçапа тăракансем,
Хырçă хыççăн килнисем,
Шарт çапаç пĕççисене,
Карт хыçаç ĕнсисене:
«Кун пекки хальччен пулман,
Çут тĕнче çакна курман!»
Ăнкарса илет Артей:
«Çак пулать-тĕр ман телей.
Мĕн чул кирлĕ парăмне
Пухса илĕр! – тет, – çавне.
Кирлинчен ытлашшине
Кам илет пĕр пĕрчине –
Мул ÿкет те аллинчен
Çухалать куç умĕнчен!»
Итлекен çук-çке ăна.
Пĕр-пĕрне чышса ярса,
Ирсĕр сăмахпа чарса
Ыткăнаççĕ пуçтарма.
Хăй Калта мала тухать,
Аллине сарса выртать.
«Пĕтĕм ĕнчĕ – манăн! – тет. –
Никама памастăп!» – тет.
Кĕтнĕ пек çак саманта,
Çăткăнсене ансата,
ĕнчĕ тĕсĕ улшăнать,
Вăл сÿнет те çухалать.
Пĕр пĕрчи çеç ялт! тăвать,
Йывăç çурт ăшне чăмать.
Пĕр Артей çакна курать,
«Мĕн-ши вăл?» – тесе юлать.
Кам-ши илчĕ ытлашши?
Тупайса халь пулать-ши?
Хырçă хыççăн килнисем
Пушансассăн аллисем
Çитейми вĕçне-хĕрне
Айăплаççĕ пĕр-пĕрне.
Тусăнатчĕ пуль çÿç-пуç,
Кăвакарĕччĕ куç-пуç.
«Çитрĕ! – тет, Калта тăрать,
Тавлашакана чарать. –
Илеймерĕр панине,
Упраймарăр илнине!
Сирĕнпе мĕн тумалла?
Пушăпа, тен, çурмалла?.. –
Артее тирсе куçне
Сăмахлать сĕлтсе пуçне: –
Эс, Артей, ан хаваслан,
Парăма пĕрех татан.
Килĕп-çитĕп тепĕр хут,
Туртăп илĕп çичĕ хут!»
Хырçă ушкăнĕ каять,
Каламан сăмах юлать.