Пур хыпар та
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
2 Сентябрӗн 2025, 14:00

Вера Никонорован тепĕр çĕнĕ кĕнекипе паллашрĕç

Август уйăхĕн 30-мĕшĕнче Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕн культура çуртĕнче «Илемлĕх тĕнчи: Пушкăртстан Республикин Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнчи анатри чăвашсен йăлана кĕнĕ çи-пуçĕ» кĕнеке-альбомпа паллашасси иртрĕ. Кĕнекене пухса хатĕрлекенĕ тата ум сăмах авторĕ – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн чăн членĕ, Пушкăртстан Республикин хисеплĕ таврапĕлÿçи Вера Никонорова.

Вера Никонорован тепĕр çĕнĕ  кĕнекипе паллашрĕç
Вера Никонорован тепĕр çĕнĕ кĕнекипе паллашрĕç

312 страницăран тăракан кĕнеке Ĕпхÿ хулинчи Акирус типографинче кун çути курнă, ăна Йăмран ялĕнчи чăвашсен йăлана кĕнĕ тумĕсене халалланă. Кĕнеке профессионаллă дизайнпа, лайăх суйласа илнĕ тата пысăк пахалăхлă иллюстрацисемпе тата ăнлантарса паракан текстсемпе палăрса тăрать. Альбомра тăхăр уйрăм урамри чăваш тумĕн япалисене илсе кăтартнă, хальхи вăхăтра вĕсем ял çыннисен килĕсенче типтерлĕн упранаççĕ. Асăннă пайсене Вера Никоноровасăр пуçне Г.Е. Петрова, Н.Н. Кобякова, Л.Г. Герасимова, Л.Г. Городничева, А.М. Григорьева тата ыттисем хатĕрленĕ.
Кĕнекен чи паллă енĕ – Йăмран ялĕнче XX ĕмĕрĕн 30-80 çулĕсенче, çавăн пекех хальхи вăхăтри тата сцена çине тухмалли çи-пуçăн (çав шутра ачасен те) сăн ÿкерчĕкĕсене вулакан патне илсе çитерни. Уйрăм ял тăрăхĕнчи чăвашсен халăх искусствине халалланă ун йышши кăларăм пирĕн республикăра пĕрремĕш хут пичетленет, çавăнпа та вăл хăйне евĕрлĕ паха та пĕлтерĕшлĕ ĕç пулнине палăртмалла.
Презентаци вăхăтĕнче Вера Тарасовна кĕнекене епле хатĕрлени пирки тĕплĕн каласа пачĕ, кĕскен унăн содержанийĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех вăл ял çыннисене, хăйĕн пулăшаканĕсене, çемйисене тата спонсорсене пулăшнăшăн ăшшăн тав турĕ.
Вера Никонорова туса ирттернĕ ĕçе пысăк хак парса Йăмран ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Равиля Култыгина, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн ертÿçи Игорь Петров, Кармаскалă районĕнчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Резеда Ахтямова, Йăмран шкул заведующийĕ Татьяна Козлова, асăннă шкулта истори вĕрентекенĕ пулса ĕçлекен Владимир Кобяков, Кармаскалă районĕнчи Тĕп библиотека системин директорĕ Светлана Дмитриева, Кармаскалă районĕнчи М.М. Шаймуратов ячĕллĕ шырав отрячĕн ертÿçи Закий Бикбаев таврапĕлÿçĕ сăмах каларĕç.
Çавăн пекех илемлĕ юрă-кĕвĕ номерĕсемпе «Çăлкуç» чăваш халăх ансамблĕ (ертÿçи – Алина Степанова) тата асăннă ушкăн солисчĕ Николай Степанов саламларĕç.
Игорь ПЕТРОВ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн ертÿçи, истори наукисен кандидачĕ. Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.

Вера Никонорован тепĕр çĕнĕ  кĕнекипе паллашрĕç
Вера Никонорован тепĕр çĕнĕ  кĕнекипе паллашрĕç
Вера Никонорован тепĕр çĕнĕ  кĕнекипе паллашрĕç
Вера Никонорован тепĕр çĕнĕ  кĕнекипе паллашрĕç
Вера Никонорован тепĕр çĕнĕ  кĕнекипе паллашрĕç
Вера Никонорован тепĕр çĕнĕ кĕнекипе паллашрĕç
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас