Пур хыпар та
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
13 Октябрӗн 2025, 11:00

«Пушкăртстан чăваш литературин антологийĕ» кĕнеке кун çути курчĕ

Юлашки çулсенче аслă пĕлÿ паракан шкулсенче бакалавриат программăпа вĕренсе тухмалли квалификаци ĕçĕ вырăнне проект çырса хÿтĕлесси йăлана кĕчĕ. Диплом проекчĕ студентсене хӑй тӗллӗн тӗпчев ĕçне йĕркелеме, вӗренӳ вӑхӑтӗнче илнӗ хӑнӑхусене пурнӑҫа кӗртме пулӑшать. Ĕç пахалăхĕ ăслăлăх ертÿçинчен те чылай килет. Çак кунсенче Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн гранчĕпе «Пушкăртстан чăваш литературин антологийĕ» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Грант проекчĕн ертÿçи – тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕ Лира Афанасьева.

«Пушкăртстан чăваш литературин антологийĕ» кĕнеке кун çути курчĕ
«Пушкăртстан чăваш литературин антологийĕ» кĕнеке кун çути курчĕ

Проекта пурнăçлакансем 5 курс студенчĕсем пулнă май çак темăпа диплом проектне те çырас тенĕ. Кунта тÿрех икĕ ĕçе пĕр çыхха пухма май килнĕ. Кĕнекене хатĕрлесе кăларас ĕçре Анна Федорова, Алена Полозова, Элина Яковлева хутшăннă. Вĕсем çак темăпа 2024 çулта диплом проектне ăнăçлă хÿтĕленĕ.

Антологи пуçламăшĕнче Пушкăртстан чăваш литература аталанăвне Лира Афанасьева туллин çутатса панă. «Шуратăл» литпĕрлешÿ çуралса тата аталанса пынин историне Николай Иванов (Микул Ишимбай) – «Шуратăл» литпĕрлешÿ правленин председателĕ, Чăваш Республикин Профессионал писательсен тата Раççей Писателĕсен союзĕсен пайташĕ «Сывлать литпĕрлешÿ, малаллах талпăнать» статьяра çырса кăтартнă.

Пушкăртстан чăваш литератури аталанăвĕн пуçламăшĕнче çыравçăсен йышĕпе пысăк пулман пулин те унăн çулĕ халăхшăн ĕçлес йĕрпе пынă. Константин Ивановпа Яков Ухсай, Филипп Вуколовпа (Эрлик) Ираида Петрова (Нарс), Максим Данилов-Чалтун, Александр Савельев-САС чăваш литературинче тарăн йĕр хăварнă çыравçăсем. Вĕсен пултарулăхĕ вырăнти сăмахлăх пуянлăхĕ çинче сĕткенленсе тымар янă, литература анине анлăлатнă. Çав вăхăтрах, Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ пултаруллă поэтсемпе писательсен йышĕ ÿссех пырать. Чăваш литератури çĕнĕ ятсемпе пуянланать. Вăталăхрисен çумне çамрăк çыравçăсем хутшăнаççĕ. Вĕсен чылай хайлавĕ уйрăм кĕнекен çапăнса тухаççĕ пулин те Пушкăртстанри чăваш çыравçисен пысăк шайри хайлавĕсене пĕр çыхха пухса кĕнеке кăларни пулман-ха.

«Пушкăртстан чăваш литературин антологине» хронологи принципне тĕпе хурса чăваш литература классикĕн К.Ивановăн паллă хайлавĕсенчен пуçласа «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн хальхи вăхăтра ĕçлекен членĕсен жанрĕпе тĕрлĕрен хайлавĕсене кĕртнĕ. Литература речĕн виçĕ тĕсне шута илсе панă: поэзи, проза, драма. Сăмахран, К.Иванов – поэзире çеç мар, драматургире те тарăн йĕр хăварнă поэт («Нарспи» поэма тата «Шуйттан чури» трагеди). Ытти çыравçăсем пирки те çавнах калама пултаратпăр. Хăйсен вырăнне И.Петрова (Нарс), В.Антонов, Г.Челпир, А.Савельев-САС прозăра çеç мар, поэзипе драматургире те тупнă. Çавăн пекех, антологире Çтерлĕ патшалăх педагогика институчĕн чăваш уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă икĕ çамрăк сăвăçăн хайлавĕсем пур. Марина Яковлева тата Елена Чĕкеç студент çулĕсенчех çырнă, вĕсен ĕçĕсем Чăваш Енре тата Пушкăртстанра тухса тăракан хаçат-журналсенче пичетленнĕ.

Антологи валли 21 çыравçа суйласа илнĕ: Константин Иванов, Гурий Комиссаров (Вантер), Серафим Васильев, Максим Данилов-Чалтун, Яков Ухсай, Ираида Петрова-Нарс, Филипп Вуколов-Эрлик, Александр Савельев-САС, Мĕтри Мишши, Микул Ишимбай, Владимир Озеров, Зинаида Сурпан, Василий Антонов, Михаил Сихун, Василий Музыкантов, Николай Леонтьев, Геннадий Челпир, Аркадий Русаков, Лидия Шурçăл, Елена Чĕкеç, Марина Яковлева.

Çапла вара антологи чăвашсен çыруллă культурине тĕпчекенсемшĕн, вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн тата литературăна юратакансемшĕн хаклă пуласса шанатпăр. Тĕрлĕ вăхăтри çыравçăсен произведенийĕсене çак коллекцие кĕртни вулакансене пултарулăх меслечĕсемпе тата тематикипе паллашма, çавăн пекех, вăхăт тăршшĕпех Пушкăртстан чăваш литературин эволюцине сăнаса пыма май парать.

Антологие хатĕрлесе кăларас ĕçре пулăшакансемпе рецензентсене Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи ăслăлăхĕсен докторне А.Ф. Мышкинăна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн филологи ăслăлăхĕсен кандидатне Ю.М. Виноградова, «Шуратăл» литпĕрлешÿ правленин председательне Микул Ишимбая тав сăмахĕ каламалла.

Ольга НИКИТИНА, ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн студентки.
Çтерлĕ хули.

«Пушкăртстан чăваш литературин антологийĕ» кĕнеке кун çути курчĕ
«Пушкăртстан чăваш литературин антологийĕ» кĕнеке кун çути курчĕ
Автор:
Читайте нас