Кун-çулне ĕçре ирттернĕскер, тивĕçлĕ канăва тухсан çеç кăсăкланма пуçлать манăн сăнар пурне те хумхантаракан ыйтусемпе. Хăй тĕрлĕ тĕш-мĕше чунĕпе çывăх мар, çавăнпа та Турра тата тĕне ĕненсе, ăна тĕпчекен философсем хушшинче хăй пек шухăшлакансене шырать. Вĕсен ĕçĕсене, кĕскен пулсан та, тишкерет. Хăшĕсемпе пĕр чĕлхе тупать, хăшĕсене вара хирĕçлет. Ахальтен мар калав «Суккăр тĕвĕ» («Мертвый узел») ятлă.
Иккĕмĕш çаврăм – «Аташ пичче» – ачалăхран çитнĕ ахрăм. Çурма тăлăх – амăшĕпе çеç ÿсекен – ача çитĕнсе пынăçем тĕрĕслĕх çулĕ çинче тĕрлĕ йывăрлăхсемпе, ăна хур тăвакансемпе кĕрешет. Кĕрешме вара – вăй кирлĕ вĕт, çак нуша ăна спортпа туслаштарать, çирĕп ÿсме пулăшать. «Çын куççулĕ çĕре ÿкмест» теççĕ халăхра. Чăнах та, çак тĕрĕслĕхе калавра сăнланă пурнăç çирĕплетсе парать: ачана кÿрентерекенсем тĕрлĕ майпа çут тĕнчерен çухалаççĕ.
Ку кĕнекене, иртнинчи ĕç пекех, Шупашкарти «Çĕнĕ Вăхăт» типографи пичетлесе кăларчĕ. Унта илемлĕ литературăна калăплама вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ: хучĕ те, хуплашки те паха. Кĕнекене алла илме те кăмăллă.
Йăлана кĕнĕ пекех, пĕлÿ çăлкуçне эп ертсе пыракан Чăваш Кăпаври «Пилеш» ансамбль пикисем вулама пикенчĕç.
Василий АНТОНОВ çыравçă.
Иглин районĕ.