Пур хыпар та
Çĕнĕ кĕнеке
23 Апрелӗн 2019, 19:05

Аляккав Саньккин парни

Ман аллăмра Новосибирскри “Академиздат” издательствăра 2018 çул вĕçĕнче вырăсла кун çути курнă, “Жизнь, какою она была” ятлă, 816 страницăллă, хытă хуплашкаллă кĕнеке.

Авторĕ пирĕн ентеш - Салават хулинче пурăнакан чăваш халăх ăсчахĕ Александр Парфирьевич Михайлов (Аляккав Санькки). Пирĕн авторсен çакăн пек нумай питлĕ кĕнекисене хальччен курма питех тÿр килменччĕ те, çак тăпăл-тăпăл кĕнекепе, авторĕ парнелесенех паллашма шутларăм. Паллах 816 страницăллă, вĕтĕрех шрифтпа пичетленĕ кĕнекене пĕрре ларсах вуласа тухаймастăн. Çапах çак кĕнеке пирки хамăн шухăшăма та кĕскен пĕлтересшĕн.
Автор хăйĕн 100 пайран тăракан хайлавне чăн пурнăçран илсе илемлетсе çырнă (вырăсла каласан - документально-художественный) произведени тесе пĕлтерет кĕнеке ум сăмахĕнче. Ман шутпа, ăна автобиографиллĕ роман тесен те йăнăш пулмалла мар пек. Унта мĕн çинчен сăмах пынине вулакан ятĕнченех тавçăрса илет. Автор хăйĕнпе çывăх тăванĕсен пурнăçне произведенире ĕненмелле çырса кăтартнă. Çтерлĕпе Ишимбай тăрăхĕсенчи Айгульпе Аллагуват, Йĕкенпуç ялĕсенчи революцичченхи пурнăçпа Совет Союзĕ арканичченхи вăхăта сăнарласа панă. Апла пулсан, кĕнекере Тăван çĕршывпа темиçе ăру пурнăçĕ ÿкерĕннĕ теме пулать.
Кĕнекен пĕтĕмĕшле тиражĕ 65 экземплярпа кăна танлашать. Автор ăна хăйĕн укçи-тенкипе кăларнине шута илсен, 800 ытла страницăллă кĕнеке мĕн хака кайса ларнине тавçăрма кăна пулать. Кĕнекене икĕ кăларăмпа кун кăтартма палăртнă иккен. Малтанхи 15 экземплярĕ, унта автор хăйĕн çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем валли хăйĕн пурнăçне анлă та уççăнрах çырса кăтартнă, кун çути курнă та ĕнтĕ. Иккĕмĕш кăларăмĕ, ăна автор пур вулакан валли те хатĕрленĕ, çитес вăхăтра Новосибирскрах тухмалла. Çак пĕлÿ çăлкуçĕ таврапĕлÿçĕсемпе вĕрентекенсемшĕн, тĕрлĕ ÿсĕмри вулакансемшĕн те усăллă пуласса шанас килет. Çитес номерсенче кĕнекен хам чăвашла куçарнă сыпăкĕпе паллашма сĕнесшĕн.
Николай ИВАНОВ, “Шуратăл” литпĕрлешÿ председателĕ.
Редакцирен: Çак кĕнекене туянас текенсем авторĕ патне шăнкăравлама пултараççĕ. Карас телефонĕн номерĕ редакцире.