Пур хыпар та
Çĕнĕ кĕнеке
21 Августӑн 2019, 13:22

«Ирĕксĕр таркăн» вулакан патне çитрĕ

Çак кунсенче Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра Ишимбай тăрăхĕнчи Йĕкенпуç ялĕнче пурăнакан «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн членĕн, Валентин Николаевăн, черетлĕ кĕнеки, «Ирĕксĕр таркăн» романĕ, кун çути курчĕ.

Хуплашки çÿхе пулсан та кĕнеке самаях хулăн, пурĕ - 323 страница. Романа алла илсен вулама чарăнаймастăн, унти ĕç-пуç мĕнле аталаннине пĕлес килсех тăрать. Содержанийĕ тарăн шухăшлă, чĕлхи илемлĕ те çăмăл. Произведенире хамăр тăрăхри чăвашсен калаçăвĕнчи сăмахсем, «яйласа», «юркан», «хасăр», «хĕкĕмет» тата ыт. те час-часах тĕл пулаççĕ. Çакă та вулакана хăй патне туртать пулĕ. «Ирĕксĕр таркăн» кĕнеке пичетленсе тухасса эпĕ питĕ кĕтрĕм. Алла лексен тÿрех тимлĕн вуласа тухрăм. Автор уйрăм çын пурнăçĕ урлă иртнĕ ĕмĕрти пăтăрмахлă тапхăрсене, ял пурнăçне тарăн та ăнланмалла сăнласа парать. Роман хăйне майлă çемье хроники. Произведенийĕн геройĕ – Йĕкенпуç ял çынниех. Епле майпа таркăна тухать-ха вăл? Малалли пурнăçĕ епле йĕркеленет? Çыравçă вулакана малтанхи сыпăкран пуçласа вĕçне çитичченех тыткăнлать.
Кĕнеке авторĕ Валентин Александрович Николаев – пултаруллă сăвăçă, композитор тата юрăçă. Сăввине те кĕввине те хăех çырать тата юрлать. ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн сăввисене хамăр тăрăхри артистсемпе пултарулăх ушкăнĕсен хастарĕсем çеç мар, Чăваш Ен артисчĕсем те шăрантараççĕ. Ку хутĕнче вара Валентин Александрович хăйне прозăра тĕрĕслесе пăхма шутланă.
Валентин Николаев - питĕ ĕçчен те тăрăшуллă çын. Вăл ачисене пÿрт лартма пулăшать, ватă ашшĕне пăхать, çирĕп хуçалăх тытса пырать пулсан та киленÿ, чун туртни валли те вăхăт, вăй-хăват тупать.
Мĕншĕн çак роман маншăн уйрăмах хаклă пулчĕ-ха? Сăлтавĕ пур çав. Авторĕ В.А. Николаев ыйтнипе эпĕ ăна вырăсла куçартăм. Ĕçленĕ май куçару питĕ яваплă, çав вăхăтрах хăй патне туртакан ĕç иккенне ăнланса илтĕм. Питĕ хăвăрт ĕçлерĕм пулсан та романа куçарма çичĕ уйăх ытла кирлĕ пулчĕ. Хăй вăхăчĕпе çак хайлавăн вырăсла варианчĕ «Невольный беглец» ятпа пичетленсе тухĕ. Тен, кăçалхи çул вĕçĕнче ăна кĕтсе те илĕпĕр. Вăл, паллах, автортан килет. Кĕнеке кăларасси хальхи вăхăтра ансат ĕç мар. Кĕсье хулăн кирлĕ.
Меллĕ самантпа усă курса çакна та каласа хăварас килет. Иртнĕ çул манăн «Моя Жизнь» ятлă кĕнеке тухнă хыççăн хисеплĕ çыравçă А.С. Савельев-САСпа Л.А. Мавлютова сăвăçă ăна хак парса «Урал сассинче» самаях пысăк статьясем çырса кăларчĕç. Хаклă шурсухалăмăр В.М. Яковлевăн Р.М. Илькелри пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă «Годы его вешние» кĕнеке кăларни пирки те çырнă. «Çапла, икĕ кĕнеки те вырăсла. Кунта япăххи нимĕн те çук. Вĕсен авторĕсем – чăвашсем, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн членĕсем. Кĕнекисем те чăвашсем çинченех», - тет А.С. Савельев-САС.
Вера ФОМИНА.
Çтерлĕ хули.