Пур хыпар та
Çĕнĕ кĕнеке
28 Августӑн 2019, 13:13

Ухсай Яккăвĕн «Çырнисен пуххин» çиччĕмĕш томĕ кун çути курчĕ

Чăн-чăн поэтсем нихăçан та вилмеççĕ, яланах халăх асĕнче пурăнаççĕ, вĕсен сассисем сăввисемпе поэмисенче янăраççĕ. Çавăн пек сумлă çынсен шутне чăваш халăх поэчĕ А.М. Горький ячĕллĕ РСФСР Патшалăх премийĕн, Чăваш АССРĕн К.В. Иванов ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ Ухсай Яккăвĕ те кĕрет.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Яков Гавриловичăн «Çырнисен пуххин» (Собрание сочинений) çиччĕмĕш томĕ кун çути курчĕ. Çĕнĕ кăларăма паллă писателĕн çырăвĕсем кĕнĕ. Кĕнекене икĕ чĕлхепе - вырăсла тата чăвашла - хатĕрленĕ. Редакторĕ - В.Н. Алексеев, ÿнерçисем - В.Н. Гончаровпа И.Е. Калентьева.
Ухсай Яккăвĕн çырăвĕсем - хăйне евĕрлĕ роман тейĕн. Кунта поэтăн чĕрĕ сасси илтĕнет, туйăмĕсем палăраççĕ, литературăпа пултарулăх, тăван халăх шăпипе пурнăç çинчен пĕтĕмĕшле шухăшлани мала тухать. Çырусем Яков Гавриловича тĕрлĕ енчен кăтартса параççĕ, унăн биографине ăнланма, сăвăçа литература хутлăхĕнче курма пулăшаççĕ. Пĕрре вăл пирĕн ума журналист пек тухса тăрать, тепре - эколог пек, акă вăл критик е литературовед, е педагог, е литератор. Чи малтанах, паллах, - сăмах ÿнерçи. Çакна «Мы живем в великое и тяжелое время...» хыç сăмахра поэт хĕрĕ Елена Ухсай та палăртать.
Чăваш халăх поэчĕн «Çырнисен пуххин» çиччĕмĕш томне кĕнĕ эпистолярлă еткерлĕхĕ самай пысăк тапхăра ярса илет - 1940-1985 çулсем. Çырусене 1986 çулта пуçласа паянхи кунчченех пухнă. Вĕсен йышĕнче адресатсем тавăрса панă подлинниксем, фотокописемпе ксерокописем, писатель архивĕнче упранса юлнă черновиксем те пур. Чылай автографа Мускаври, Шупашкарти, Новгородри, Смоленскри, Ĕпхÿри, Хусанти, Пелепейри архив фончĕсенче тупса палăртнă.
Кĕнекен пĕрремĕш пайĕ - «Письма (1940-1985çç.)». Ухсай Яккăвĕ камсемпе çыру çÿретнĕ-ши? Вĕсенчен хăшне-пĕрне çеç асăнăпăр: Н.С. Дедушкин критик, Ф.Е. Уяр, А.Д. Кăлкан, А.В. Ежов, Т.И. Ахунзянов çыравçăсем, А.И. Яковлев истори наукисен докторĕ, профессор, П.Д. Дружинин поэт, В.П. Туркин поэт, куçаруçă, литературовед тата унăн мăшăрĕ А.М. Туркина, С.М. Ислюков патшалăх тата парти деятелĕ, КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ (1955-1968çç.), И.П. Прокопьев парти ĕçченĕ, КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ (1974-1988çç.), А.А. Левандовский историк тата ыттисем те. Кашни çырăвĕн теми, интонацийĕ хăйне евĕрлĕ: ĕç çырăвĕсем, трактатсем, шÿтлесе-йĕплесе е шухăша путса çырнисем, асаилÿсем...
«Переписка Я.Г. Ухсая и Б.С. Иринина (1944-1951çç.)» - кĕнекен иккĕмĕш пайĕ. Б.С. Иринин - куçаруçă, журналист, Ухсай Яккăвĕпе чылай çул туслă пулнă. Борис Сергеевич - К.В. Ивановăн «Нарспи» поэмин виççĕмĕш куçарăвĕн авторĕ. «Нарспие» куçарас ĕç мĕнлерех йĕркеленсе пынине вулакан çырусемпе паллашнă май пĕлме пултарĕ.
Кăларăма «Фронтовые письма к жене» пай та пуянлатать. Кунта Ухсай Якккăвĕ мăшăрĕ - М.Д. Ухсай - патне янă çырусем кĕнĕ. Материалпа сăмах ăстин аслă хĕрĕ Ольга Ухсай тивĕçтернĕ.
Литературăпа, поэт пултарулăхĕпе кăсăкланакансемшĕн «Примечания» пай питĕ усăллă пулĕ. Кунти ăнлантарса панисем çырусене тата та лайăхрах ăнланма пулăшаççĕ. Чăвашла шăрçаланă çырусене вырăсла куçарса панă.
Ухсай Яккăвĕн «Çырнисен пуххин» çиччĕмĕш томĕ пур ÿсĕмри вулаканшăн та интереслĕ, уйрăмах вара - чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсемпе шкул ачисемшĕн, преподавательсемпе студентсемшĕн.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Шупашкар хули.