Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
20 Декабрӗн 2018, 14:26

Чăваш хĕрарăмĕсен канашĕсем йĕркеленчĕç

Декабрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Асăннă канашлура республикăри тата Ĕпхÿ хулинчи чăваш хĕрарăмĕсен канашĕсене йĕркелерĕç. Малашне республика шайĕнчи хĕрарăмсен канашĕ «Сарпике», Ĕпхÿри «Салампи» ятпа çÿрĕ.

Хĕрарăмсен канашне йĕркелес шухăш паян кун çеç çуралман. Хальхи саманара ун йышши пĕрлĕх йĕркелени питĕ актуаллă, мĕншĕн тесен вĕсем патшалăх умĕнче тăракан пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене – ача амăшĕпе ачалăха хÿтĕлесси, çемьесене çирĕплетесси, çынсенче «кăмăл-сипет», «этика норми» ăнлавсен никĕсне хывасси, хĕрарăмсене хисеплесси – пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшаççĕ.
Пухăва ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Людмила Мурманская уçрĕ. Мероприяти хăнисем, ПР хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн председателĕ Рашида Султанова тата Ĕпхÿ хулинчи хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн председателĕ Рима Мигранова хăйсем ертсе пыракан огранизацисем, хĕрарăмсен общество пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ çинчен каласа пачĕç.
Ыйтусене сÿтсе явас ĕçе хулари хĕрарăмсен канашĕн ача амăшĕсене, ашшĕсене тата ачисене пулăшу паракан комиссийĕн председателĕ Рима Сулайманова, страхлав компанийĕн ертÿçи Алена Евстишина, «Травы Башкирии» ООО тĕп директорĕ Александр Иванов, ПР чăвашсен Канашĕн ветерансемпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ, отставкăри полковник Борис Гордеев, П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкул директорĕ, ПР тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕ, Чăваш наци наукăпа искусство академийĕн академикĕ Иван Тарасов хутшăнчĕç, тухса калаçрĕç.
Пĕр вăхăт канашланă хыççăн çĕнĕ организацисене ертсе пыма Л.М. Бадретдиновапа И.В.Сухареван кандидатурисене тăратрĕç. Людмила Михайловна та, Ирина Витальевна та питĕ хисеплĕ çынсем. Çапла вара республикăри чăваш хĕрарăмĕсен канашне медицина наукисен докторĕ, доцент, Пĕтĕм тĕнчери наукăсен академийĕн академикĕ, ПР тава тивĕçлĕ врачĕ Людмила Бадретдинова ертсе пырĕ. Вăл 2016 çултанпа «Артдент Де Люкс» ООО стомотологипе косметологи клиникине ертсе пырать. Людмила Михайловна Авăркас тăрăхĕнчи Белогор поселокĕнче 1959 çулта çуралнă, Пишкайăнри вăтам шкул выпускникĕ.
Тĕп хуларии «Салампи» чăваш хĕрарăмĕсен пĕрлĕхне истори наукисен докторĕ, Ирина Сухарева профессор ертсе пырĕ. Вăл Авăркас тăрăхĕнчи Нагадак шкулĕнчен кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă. ППУ истори факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Унсăр пуçне Мускаври патшалăх ÿнер университетĕнчен вĕренсе тухса музыка ăсталăхне алла илнĕ. Чылай музыка произведенийĕн, çав шутра ПР чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕн гимнĕ те, авторĕ. Ирина Витальевна – Пушкăртстанри чăвашсен историйĕпе çыхăннă монографисен авторĕ те.
ПР чăвашсен Канашĕ республикăри тата Ĕпхÿ хулинчи чăваш хĕрарăмсен канашĕсене ертсе пыма тивĕçлисене суйларĕ. Ертÿçĕсене çак ĕçре çитĕнÿ тума сунатпăр, вĕсем хăйсен йышне пултаруллă ĕçчен хĕрарăмсене явăçтарасса шанатпăр. Пуçтарăннисем Людмила Михайловнăпа Ирина Витальевнăна тухăçлă ĕçлеме, чăваш хĕрарăмĕсене пĕр тĕвве пухма сунчĕç. Çак ĕçре вĕсене Канашăн районсенчи уйрăмĕсем те пулăшса пырасса шанатпăр.
Мероприяти вĕçĕнче пухăннисем «Нарспи» халăх ансамблĕн музыка саламне йышанчĕç. ПР тата ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Галина Кириллова тата Ĕпхÿри З.Исмагилов ячĕллĕ искусство институчĕн студентки Екатерина Емельянова шăрантарнă юрăсене итлесе киленчĕç.
Людмила МУРМАНСКАЯ. Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: