Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
14 Июлӗн 2022, 11:00

Аталану вырăнта тăмасть

Халĕ вăхăт хăвăрт шунине аслă ÿсĕмри çынсем кăна мар, çамрăксем те сисеççĕ.

Аталану вырăнта тăмасть
Аталану вырăнта тăмасть

Хĕвел анăç йышăннă санкцисемпе çыхăннă лару-тăрура Раççей сакăр çул пурăнать. Апла пулин те çĕршыв экономики парăнмасть. 2014 çулхи апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнче хута янă импорт таварĕсене çĕршывра туса кăларнисемпе улăштармалли программа малалла тухăçлă ĕçлет. Унта 2024 çулччен промышленноçăн кашни тĕсĕ валли пăхăннă импорт таварĕсене çĕршывра туса кăларнисемпе улăштармаллипе çыхăннă плана аталантарасси çинчен каланă. РФ Президенчĕ Владимир Путин çапла çирĕплетнĕ: «Пире импорт таварĕсене çĕршывра туса кăларнисемпе улăштарни кирлех те мар. Çакă тĕп тĕллев пулса тăмалла мар. Пирĕн самантпа усă курмалла, экономикăн пысăк технологиллĕ секторĕнче çĕнĕ майсем уçмалла».
Пелепей районĕнчи электричество сетĕнче вăй хуракан электриксен бригади (ертÿçи – Ильдар Батыргареев) çĕнĕ Раççей техникине – UM-FOREST-220.460 хăй çÿрекен мульчера тĕрĕслет.
Александр Тимофеев участок мастерĕ:
– Аталану пĕр вырăнта тăмасть. Эпĕ çак профессире 30 çул ытла ĕçлетĕп, анчах кун йышши техникăна пирвайхи хут куратăп. Курăка çулма, тĕп тума тата ăна хута яма пулăшакан оборудованипе тĕрлĕ отрасльсенче усă курма пулать. Асăннă оборудованипе электричество куçаракан линисем вырнаçнă лаптăксене курăкран тасатма усă куратпăр. Нумай пулмасть Брик-Алга ялĕнчи лаптăка курăкран тасатрăмăр, техника тĕрĕслев витĕр ăнăçлă иртрĕ. Унччен бригада çак ĕçе икĕ смена хушшинче пурнăçлатчĕ пулсан, халĕ вара 1,5 сехет хушшинче вĕçлет.
Рафис ХАСАНОВ.
Пелепей районĕ.

Аталану вырăнта тăмасть
Аталану вырăнта тăмасть
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: