Урал сасси
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
26 Июнӗн , 10:15

Налогсемпе çыхăннă пилĕк пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ ыйту

2025 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕршывра налог тÿлеттермелли çĕнĕ шкалана хута ярĕç. Ахаль чĕлхепе каласан, пуянсем чухăнсенчен ытларах налог тÿлĕç. Тупăш укçипе шкулсемпе больницăсем хăпартĕç, нумай ачаллă çемьесене пулăшу парĕç тата ытти те.

Налогсемпе çыхăннă  пилĕк пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ ыйту
Налогсемпе çыхăннă пилĕк пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ ыйту

«Пуянсем çине хурăнакан налог» тавлашу çуратнине пăхмасăр вăл хăш-пĕр çынсене çеç пырса тивĕ. Сăмахран, Пушкăртстанра 17 пин çын çеç пысăк налог тÿлĕç. Урăхла каласан – регионта ĕçлекенсен 0,7%. Шăпах вĕсен уйăхри тупăшĕ 200 пин тенкĕрен иртет. Çавна май налог ставки те ÿсĕ. Тупăшĕ пысăк вун çичĕ пин çынран 14 пинĕ çулталăкне 2,4-5 миллион тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. Республикăра пурăнакан 2 пине яхăн çыннăн тупăшĕ 5-20 миллион тенкĕпе танлашать, 408-шĕн – 20-50 миллион тенкĕ, 232-шĕн – çулталăкри тупăшĕ 50 миллионран иртет.
Мĕншĕн улшăнусем кирлĕ?
Налог тÿлеттермелли прогрессивлă шкалана социаллă тĕрĕслĕхпе тивĕçтерес тесе хута ярĕç: нумайрах ĕçлесе илтĕн – пĕтĕмĕшле ĕçе пысăк тÿпе хыв. Пирĕн çĕршывра çакăн пекки пулман мар. Темиçе çул каялла çулталăкне пилĕк миллион ытла ĕçлесе илекенсемшĕн НДФЛ виçине 13 процентран 15% çитернĕ. Пухăннă укçана «Круг добра» ыркăмăллăх фондне куçарнă. Çак тупăшпа чирлĕ ачасене сипленĕ. Çапла майпа иртнĕ çулхине фонд счечĕ çине 160 миллиард тенкĕ хушăннă.
Кам пысăк налог тÿлĕ?
Уйăхне 200 пин ытла тенкĕ ĕçлесе илекенсем е çулталăкри тупăшĕ 2,4 млн тенкĕпе танлашакансем тÿлĕç. Урăхла каласан – пуян çынсем. Енчен те эсир сахалрах ĕçлесе илетĕр пулсан, сирĕншĕн нимĕн те улшăнмĕ.
НДФЛăн ÿстернĕ ставки тупăшăн мĕнпур хисепне те пырса тивмĕ, 2,4 миллион тенкĕ чикĕрен иртекеннине çеç.
Мĕншĕн пĕр уйăхри аялти чикĕ 200 пин тенкĕпе танлашать?
Мĕншĕн тесен Раççей çыннисем ытларах асăннă хисепрен сахалрах ĕçлесе илеççĕ. Росстат кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн иртнĕ çулхине çĕршывĕпе вăтам ĕç укçи 75 пин тенкĕпе танлашнă. Чăн малтан çак кăтартăва икке хутлама палăртнă. «Пысăк ĕç укçи» икĕ вăтам ĕç укçипе танлашмалла пулнă. Анчах правительство «запаспа» илме йышăну тунă – виçĕ вăтам ĕç укçи. Çакă, пĕр енчен, Раççей çемйисен пурнăçри лару-тăрăвне тата тупăшне шута илет. Тепĕр енчен, харпăр хăй çине ĕçлекенсен тупăшĕн çÿлти чиккипе пĕр килет. Унсăрăн вĕсен те пысăк налог тÿлеме тÿр килĕччĕ.
Çав вăхăтрах ятарлă çар операцине хутшăнакансен тупăшĕ пысăк пулнине (çулталăкне 2,4 млн тенкĕрен иртет) пăхмасăр вĕсен ставки 13% танлашать. Вĕсен ĕçĕ Тăван çĕршыва хутĕлессипе çыхăннă-çке.
Ачаллă çемьесем мĕнле çăмăллăхсемпе усă курма пултарĕç?
Налогсене пырса тивекен пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсенчен пĕри – ачаллă çемьесем «налог кешбэкĕпе» усă курасси. Кешбэк тÿленĕ 13% НДФЛăн 7 проценчĕпе танлашать. Çапла майпа вĕсемшĕн налог ставки 6% çеç пулĕ. Кунта икĕ тата ытларах ача çитĕнтерекен çемьесем пирки сăмах пырать. Вĕсен тупăшĕ çыннăн пĕр уйăхри 1,5 пурăнмалли минимумĕнчен (Пушкăртстанра çакă 20 600 тенкĕпе танлашать) иртмелле мар. Раççейри Цифрăсен министерстви шутласа кăларнă тăрăх, катса юлнине уйăхсерен 53 пин тенкĕрен ытла мар ĕçлесе илекен атте-анне илме пултарать. Енчен те аслисем иккĕшĕ те ĕçлеççĕ пулсан, вĕсен тупăшĕ 106 пин тенкĕ ытла мар пулмалла.
Ӳстернĕ налогсем ăçта кайĕç?
Асăннă укçа-тенкĕпе экономикăна тата социаллă сферăна аталантарĕç. Вĕсен шучĕпе больницăсемпе поликлиникăсене, ача сачĕсемпе шкулсене, культурăпа спорт объекчĕсене юсассипе çыхăннă тăкаксем ÿçĕç, ача амăш капиталĕн программине тăсĕç, инфраструктурăна аталантарĕç, çурт-йĕрпе çулсем тăвĕç, çемьесене пулăшу парĕç тата ытти те.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: