Ăна çут çанталăкпа унăн пулăмĕсене тĕпчекен, техника тата гуманитари облаçĕсенчи инновацисемпе хатĕрсемшĕн парĕç. Кун пирки регионти правительствăн республикăна ертсе пымалли Управлени центрĕнче иртнĕ оперативлă канашлура пĕлтернĕ.
– Эпир çулсерен паракан çичĕ преми çирĕплететпĕр. Кашни 150-пиншер тенкĕлĕх пулĕç. Ку – республикăри наукăна аталантарас ĕçе хывнă черетлĕ утăм пулĕ, – тенĕ Радий Хабиров.
Сăмах май, çакна та палăртса хăвармалла, Пушкăртстанри аспирантсем РФ Президенчĕн стипендине илме заявка пама пултараççĕ. Çÿлерех асăннă мерăсем çамрăк ăсчахсене пысăк хавхаланупа ĕçлеме пулăшĕ.
Надежда РОДИОНОВА.