Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
22 Августӑн 2025, 09:00

Çар учетне тăратни пирки хыпарсем килеççĕ. Çакăн пирки мĕн пĕлмелле?

Пушкăртстан çыннисене почта тата Госуслуги урлă вĕсемпе çыхăннă хыпара пĕрлĕхлĕ çар учечĕн реестрне кĕртни çинчен пĕлтерÿсем килеççĕ. Çак хыпарсем мĕне пĕлтереççĕ тата вĕсем çине мĕнле хуравламалла? Çакна пĕтĕмпех Роман Петров адвокат ăнлантарса парĕ.

Çар учетне тăратни пирки хыпарсем килеççĕ. Çакăн пирки мĕн пĕлмелле?
Çар учетне тăратни пирки хыпарсем килеççĕ. Çакăн пирки мĕн пĕлмелле?

Мĕн вăл реестр?
Ĕлĕк хĕсмете юрăхлă арçынсемпе çыхăннă информаци çар комиссариачĕсенче хут çинче упраннă. Кăçалтан пуçласа Раççей Оборона министерствипе Цифрăсен министерстви çар учечĕн реестрне электронлă майпа йĕркеленĕ. Даннăйсенчен тăракан база Госуслуги, налук тата ытти службăсен кăтартăвĕсем тăрăх çар тивĕçне пурнăçлама юрăхлă информацие автомат мелĕпе пухать, вĕсене учета тăратать, граждансем çинчен пĕлтерекен хыпара çĕнетет. Раççейри хĕсмете юрăхлă çынсен электронлă базипе РФ Оборона министерстви çеç усă курма пултарать.
Енчен те запасра тăракансене çар комиссариатне васкавлăн чĕнсе илмелле пулсан, ĕлĕкхи пек хут повестка памĕç, хальхи технологисемпе усă курса Госуслуги урлă пĕлтерĕç.
Çакă мобилизаципе кăна çыхăнман, резервистсене тăтăшах сбора е медицина тĕрĕслевĕ иртме пуçтараççĕ.

Хыпар килсен мĕн тумалла?
Хыпар вăл – повестка мар. Çар учетĕнче запасра тăракан граждансене вĕсемпе çыхăннă информаци хут çинче мар, халĕ электронлă майпа упрани çинчен пĕлтерни çеç. Тăван çĕршыв арçынсене «Хисеплĕ çыннăмăр, эсĕ çар çынни пулнине ан ман!» тесе аса илтерет.
Енчен те сире çакăн пек хыпар килчĕ пулсан нимĕн те тума кирлĕ мар. Вăл повестка мар. Пĕлтерÿ информаци евĕр çеç. Кăмăлăр пулсан ссылка урлă иртсе хăвăр даннăйсене тĕрĕслеме пултаратăр.

Пĕлтерĕве повесткăран мĕнле уйăрса илмелле?
Электронлă повестка хут çине çырса пани пекех. Документ чăн пулнине çирĕплетме цифрăллă майпа алă пусни те пур. Электронлă повесткăра çакна çырнă:
– призывникăн ячĕпе хушамачĕ;
– ăçта пурăнни;
– хăçан тата ăçта килмелли;
– чĕнсе илнин сăлтавĕ;
– çар комиссариачĕн адресĕ.
Электронлă повесткăсем Госуслуги урлă килеççĕ. Ăна пăхас тесен пĕлтерÿсен пайне кĕмелле те çар комиссариачĕ янă хыпара тупмалла. Çавăн пекех повесткăна реестрповесток.рф сервисра та тупма пулать.

Повесткăна шута илмесен мĕн пулĕ?
Повестка килни пирки калакан хыпара манса вуламасан çичĕ кунран эсир унпа паллашнă тесе йышăнаççĕ. Çакăн хыççăн призывника Госуслугинче палăртнă телефонпа шăнкăравласа пăхĕç, çар комиссариатĕнче ĕçлекене адреспа ярĕç. Енчен те çынна тупмасан административлă йĕркене пăснине çирĕплетсе протокол çырĕç. Çакăн хыççăн та çын çыхăнăва тухмасан, хăйĕн сăлтавне пĕлтермесен (чирленĕ, командировкăра пулнă, ют çĕршыва е урăх региона кайнă) суд штраф пама йышăнĕ. Унсăр пуçне йĕркене пăсакансем малашне автомобиле регистрацилеме, пурлăхпа çыхăннă килĕшÿсем тума, кредитсем илме тата ытти правăна çухатаççĕ. Суд йышăнăвĕ çар комиссариатне пымалли тивĕçе пăрахăçламаннине асра тытмалла!
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас