Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çӗнӗлӗх
9 Июлӗн , 05:00

Радий Хабиров пĕлтерĕшлĕ саккунсене алă пуснă

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров 2026 çулхи июнь уйăхĕнче пĕлтерĕшлĕ саккунсене алă пуснă. Вĕсем СВО пайташĕсене тата «БАРС» ятарлă отряд салтакĕсене пулăшассипе, çынсене адреслă пулăшу парассипе, массăллă мероприятисен хăрушсăрлăхĕпе, налук çăмăллăхĕсемпе тата ытти сферăпа çыхăннă.

Радий Хабиров пĕлтерĕшлĕ саккунсене алă пуснăРадий Хабиров пĕлтерĕшлĕ саккунсене алă пуснă
Радий Хабиров пĕлтерĕшлĕ саккунсене алă пуснă

Уйрăм пулăшу пулĕ

Пушкăртстанра СВОна хутшăнакансен ыйтăвĕсене уйрăмăн татса парĕç. Июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнче ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăра ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене адреслă пулăшу парасси çинчен калакан указа алă пуснă.
Çак документпа килĕшÿллĕн çар çыннисене тата вĕсен çывăх тăванĕсене ятарлă пулăшу парассишĕн республикăри Ĕç, çемье тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министерство яваплă пулĕ. Пулăшу ыйтакансене пурне те пĕрлехи электронлă реестра кĕртĕç, унта вĕсен статусĕсене тата ыйтусене епле татса панине палăртĕç.

Контаркт алă пуснисене – тÿлевсем

Июнь уйăхĕнче Пушкăртстанра çар çыннисем валли пулăшу памалли хушма мерăсен ĕçне тăснă. Радий Хабировăн указĕпе килĕшÿллĕн Раççей Хÿтĕлев министерствипе СВО зонинче ĕçлеме контракт алă пуснă республика çыннисене пĕр хутчен парăнакан тÿлевсен срокне 2026 çулхи утă уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăснă. Асăннă тÿлев 1 миллион тенкĕпе танлашать.
Пушкăртстанра СВОна хутшăнакансемпе вĕсен çемйисем валли пурĕ 50 ытла пулăшу мери ĕçлет.
– Тăван çĕршыва паттăррăн хÿтĕлекенсем – пирĕн республикăшăн тĕп çынсем. Эпир вĕсене пулăшатпăрах, – тенĕ Радий Хабиров июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче малти ретре паттăрăн кĕрешекен «Пушкăртстан» полка çар ялавĕ парса чысланă май.

БПЛА атакисенчен хÿтĕлекенсене – пулăшу мерисем

Пушкăртстанра РФ Хÿтĕлев министерствин «Çĕршывăн çар резервĕ» территори подразделенине илнĕ тата инфратытăм объекчĕсене сывлăш атакисенчен, çав шутра БПЛАран, хÿтĕлеме хутшăнакан çынсене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен калакан саккуна йышăннă. Республика пуçлăхĕ алă пуснă саккун «БАРС» ятарлă отряд салтакĕсене патшалăх пулăшăвĕ парассине йĕркелет, вĕсен право статусне çирĕплетет. Патшалăх пулăшăвĕн мерисене ПР Пуçлăхĕн законĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ. Саккунпа палăртнă тăрăх, республикăн инфратытăм объекчĕсене хÿтĕлес тĕллевсене пурнăçланă чухне çар çынни вилсен унăн çемйисене пĕр хутчен парăнакан укçа-тенкĕ пулăшăвĕпе тивĕçтерĕç. Тÿлев виçине республика правительстви палăртĕ. Çĕнĕ саккун вăя кĕнĕ те ĕнтĕ.

Паттăрсем манăçа тухмĕç

Пушкăртстанра ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче çар тата ĕç паттăрлăхĕ кăтартнă çынсене асра хăвармалла тăвĕç. Ку ыйтупа ПР Пуçлăхĕ çумĕнчи ятарлă комисси ĕçлĕ. 2026 çулхи июнь уйăхĕн 2-мĕшĕнче йышăннă çĕнĕ указпа Радий Хабиров асăннă комисси çинчен положени çирĕплетнĕ. Унта комисси Пушкăртстанри СВОна хутшăнакансен хăюлăхĕпе паттăрлăхне, çавăн пекех ятарлă çар операцине пулăшнă граждансемпе организацисене асра тытас тĕллевпе йĕркеленĕ канашлу органĕ пулнине каланă.
Положенире палăртнă тăрăх, комисси СВО вăхăтĕнчи çар тата ĕç паттăрлăхĕ кăтартнă çынсен тивĕçĕсене ĕмĕрлĕхех асра хăвармалли мероприятисен планне хатĕрлĕ, ăна пурнăçланине тĕрĕслесе тăрĕ, çавăн пекех ведомствăсен хушшинчи хутшăнăва йĕркелĕ, кирлĕ пулсан экспертсене явăçтарĕ.

Адреслă пулăшу анлăрах пулĕ

Пушкăртстанра социаллă пулăшу памалли çынсен категорийĕсен списокне анлăлатнă. ПР Патшалăх Пухăвĕ – Курултайĕ йышăннă республикăри адреслă социаллă пулăшу çинчен калакан саккуна Радий Хабиров çирĕплетнĕ. Адреслă социаллă пулăшу илекенсен шутне сахал тупăшлă çемьесем е пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăш илекен пĕччен пурăнакан граждансем тата çар операцине хутшăнакансем кĕреççĕ. Пулăшу виçине республика правительстви палăртать. Документа граждансене пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме тата уйрăм предприниматель ĕçне илсе пыракансене хавхалантарас тĕллевпе йышăннă.

Коммерциллĕ мар организацисене – патшалăх пулăшăвĕ

Пушкăртстанра социаллă тĕллевлĕ коммерциллĕ мар организацисене (НКО) патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли мерăсене анлăлатнă. Пушкăртстан парламенчĕ улшăнусем кĕртнĕ республика саккунне регион пуçлăхĕ çирĕплетнĕ. Уйрăмăн илес пулсассăн укçа-тенкĕпе çыхăнман организацисен ĕç-хĕлĕн çĕнетнĕ списокне социаллă реабилитаци, çав шутра çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕсене психологи пулăшăвĕ парасси, ĕç адаптацийĕ ирттересси тата професси тĕлĕшĕнчен çĕнĕ специальноçе алла илме пулăшасси, вăрсă ветеранĕсен тата çапăçу хирĕнче пуç хунă салтаксен çывăх çыннисене психологи пулăшăвĕ парасси кĕрет.
Енчен те социаллă тĕллевлĕ НКО çакнашкал ĕçе туса пырать пулсан, вĕсем патшалăх влаçĕ енчен укçа-тенкĕ, информаци тата ытти йышши пулăшу илме пултараççĕ.

Чĕлхе политики пирки

Республикăра чĕлхе политикине пурнăçа кĕртессишĕн яваплине палăртнă. Радий Хабиров хушнипе Пушкăртстанра патшалăхăн чĕлхе политикине пурнăçа кĕртессине йĕркелесе пырассишĕн ПР Правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ Урал Кильсенбаев яваплă пулĕ. Патшалăхăн чĕлхе политикинчи полномочиллĕ ĕç тăвакан органĕ ПР Çут ĕç министерстви пулĕ.

Наци политики

Çавăн пекех Пушкăртстан Пуçлăхĕ республикăра РФ патшалăх наци политикин стратегине пурнăçа кĕртмелли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. План 2026-2028 çулсем валли хатĕрленĕ 85 мероприятипе проектран тăрать. Унта вырăс тата тăван чĕлхесене упрас енĕпе ăслăлăхпа практика конференцийĕсем, пĕтĕм тĕнчери «Пысăк этнографи диктанчĕ» тата «Пушкăрт диктанчĕ» акцисем, «Тĕслĕхлĕ пушкăрт çемйи» тата «Пушкăрт лаши» («Башкорт аты») конкурссем тата ытти нумай-нумай мероприятисем кĕреççĕ. Плана пурнăçланине республика правительстви тĕрĕслесе тăрĕ. Кашни çулах февралĕн 15-мĕшĕччен стратегие пурнăçа кĕртни çинчен отчет тăратĕç.

Опекунсене тÿлевсемпе тивĕçтерĕç

Пушкăртстанра опекунсене ачасене усрамалли тÿлевсене ÿстернĕ. Унпа килĕшÿллĕ тÿрлетÿсене «Опекунсене ачана усрамалли укçа-тенкĕ тÿлевĕн виçи тата йĕрки» республика саккунне республика ертÿçи çирĕплетнĕ. Асăннă документпа килĕшÿллĕн 2026 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕччен опекунсене е попечительсене 3 çулчченхи ачана усрама уйăхне 11 543 тенкĕ, виçĕ çултан аслăраххисене 11 101 тенкĕ парĕç. Виçĕ çула çитмен сусăр е сывлăхĕ хавшак ачана усрама уйăхне – 13 853, аслăраххисене 13 320 тенкĕ тÿлĕç.

Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас