Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
10 Кӑрлач 2019, 15:38

Хĕл Мучипе Юр пике те, виçĕ сысна çури те пулчĕç

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелеспуç ял çыннисен çултан-çула куçса пыракан ырă йăласем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Çĕнĕ çул умĕнхи Бал-маскарад. Декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче, кăнтăрла, вырăнти кану çуртĕнче ачасем валли «Елка çуталать, ялкăшать пулсан, юрлатпăр, савăнатпăр» музыкăллă вăйă программи иртрĕ.

Унта шăпăрлансемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, ял çыннисем хутшăнчĕç.
Çав кунах, каçхине, аслă ÿсĕмрисем валли «Ялĕпех елка умĕнче» Бал-маскарад иртрĕ. Пуçтарăннисене çитес уявсем ячĕпе Михайловка ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Никитин, вырăнти депутат Евгений Тимофеев, ял старости Николай Иванов саламларĕç.
Çĕнĕ çул спектакльне пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи А.Еремеева ертсе пынипе ял çыннисем хатĕрленĕ. И.Фадеева, Н.Федорова, А.Васильева, А.Суворова чăн-чăн артистсенчен пĕрре те кая пулмарĕç.
Хĕл Мучипе Юр пике килнĕ хыççăн вара чăн-чăн савăнăç – вăйă карти, Çĕнĕ çул юррисемпе ташшисем, сăвă вуласси – пуçланчĕ. Хĕл Мучипе Юр пике тĕрлĕ конкурссем те сахал мар ирттерчĕç.
Ял халăхĕ мероприятие ирттерме укçа-тенкĕ парса пулăшнă Н.М.Назарова уйрăм предпринимателе, Евгенийпе Виктория Тимофеевсене тав тăвать.
Алена ЕРЕМЕЕВА. Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас: