Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
26 Декабрӗн 2023, 11:20

Кивви хыçа юлать, çĕнни хăйĕн хапхине уçать

Пĕр шутласан çакă вăл йăлана кĕнĕ пурнăçри пулăм. Кирек мĕнле япала кивелсен те çĕнни патне туртăнатпăр. Çакă вăл иртнине маннипе çыхăнман, пачах урăхла хутшăну – пурнăç йĕрки. Уншăн пăшăрханма кирлĕ мар, анчах асра тытмалла.

Кивви хыçа юлать,  çĕнни хăйĕн хапхине уçать
Кивви хыçа юлать, çĕнни хăйĕн хапхине уçать

Акă, сисĕнмесĕр 2023 çулăн юлашки кунĕсем хыçа юлаççĕ. Çавна май кĕскен пулсан та пĕтĕмлетÿ тума та вăхăт. «Урал сасси» эрнере тăватă питпе çеç тухса тăрать пулсан та, çак çул хушшинче Пушкăртстанри чăвашсем ирттерекен мероприятисене туллин çутатса пама тăрăшрăмăр. Унта вырăн çитмен материалсене сайтра тата социаллă сетьсенче вырнаçтартăмăр. Çавна пулах редакцин телеграмм-каналĕ ĕçле пуçларĕ. Анчах та пирĕншĕн, редакци ĕçченĕсемшĕн, пĕрремĕш вырăнта хаçат вулаканĕ тăрать. Унти йыш вăл тупăш та парать, кашни йĕркене тимлĕ те хак парса тишкерет, çырусенче хăйне евĕр сĕнÿсем тăратма пултарать. Шăпах кунта «вулакан çын пин пурнăçа пурăнса ирттерет» текен каларăш аса килет. Апла пулсан унăн тавракурăмĕ те анлă та тарăн. Ун пек вулаканпа пĕрле эпир те хаçатçăсем ыррине усалтан, юратăва курайманлăхран, çынлăха чунсăрлăхран уйăрма вĕренетпĕр. Çавăнпа та хамăрăн штатра тăман авторсене тав сăмахĕ калатпăр, малашне те çыхăну татăлмасса шанса тăратпăр.
Çывхарса килекен çулталăк пĕлтерĕшлĕ политика мероприятийĕсемпе пуян пулассине систерет. Чăн малтан март уйăхĕнче çĕршывра хамăрăн президента суйлăпăр, кĕркунне пуçламăшĕнче, сентябрьте – республика пуçлăхне. Паянхи кун ку енĕпе хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ ĕнтĕ. Çак ĕçсенче те хаçат хăйĕн электорачĕпе пĕр шухăшлă пуласса шанатпăр. Мĕншĕн тесен паянхи лару-тăрура, Украина çĕрĕ çинче ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра, пире пĕрлĕх тени питĕ кирлĕ. Çак пĕрлĕх çеç эпир кĕтекен çĕнтерÿ патне çитме пулăшĕ. Шел, вăрçă çухатусăр пулмасть, анчах та паттăрсен ячĕсем яланах пирĕн асра пулĕç. Вĕсен умĕнче çĕре çити пуç таятпăр.
Çак майпа усă курса тепĕр ырă хыпара вулакан патне илсе çитерес килет. Самани лăплансан, йĕркене кĕрсен октябрь уйăхĕнче «Урал сассин» 35 çулхи юбилейне паллă тума кăмăл пур. Ман шутпа, çакă та Пушкăртстанри чăваш тĕнчишĕн пĕлтерĕшлĕ пулăм пулмалла.
Хаклă вулакансем, туссем, тăвансем! Сире пурсăра та çывхарса килекен Çĕнĕ 2024 çул ячĕпе саламлатпăр. Çĕнĕ çулта ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, çемьере ăнланупа юрату, ĕçре çитĕнÿсем сунатпăр.
Сире сума суса – Юрий МИХАЙЛОВ,
хаçатăн тĕп редакторĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: