Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
26 Декабрӗн 2023, 10:40

Тăнăçлă та мирлĕ пурнăç йĕркелентĕрччĕ

Акă, 2023 çул та хыçа юлса пырать. Мĕнпе палăрса юлчĕ-ха çак çул? Çак ыйту çине хурав пама тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене явăçтартăм.

Тăнăçлă та мирлĕ пурнăç йĕркелентĕрччĕ
Тăнăçлă та мирлĕ пурнăç йĕркелентĕрччĕ

Сахви (13 çулта). Эпир çемьепе Пелепей хулинче пурăнатпăр. Пирĕн çемье пысăк та туслă. Эпир йăмăкпа «Талисман» тата «Грация» ташă ушкăнĕсене çÿретпĕр. Пирĕн ертÿçĕ Светлана Григорьева питĕ пултаруллă педагог. Кăçал эпир темиçе хут Ĕпхĕве конкурссене çитсе килтĕмĕр. Çуллахи каникулта Сочи çывăхĕнчи Лоо курорт поселокĕнчи тĕнче шайĕнче иртекен хореографи конкурсне хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илтĕмĕр. Кунти кашни кун асамлă юмах тĕнчинче пулнăнах туйăнчĕ. Кайма Аксаково станцинчен икĕ хутлă поездпа кайрăмăр. Çул çинче пысăк хуласенчи чарăнусенче флешмоб ирттертĕмĕр. Хура тинĕсе курни, унта шыва кĕни тата та асамлăрах пулчĕ. Каласа та, çырса та пĕтерес çук шалти кăмăл-туйăмсене. Нумай ушкăнпа паллашрăмăр. Пирĕн «Талисман» ушкăн хальхи саманари «Шăплăх», «Урасем» тата «Илемлĕ» чăваш, «Пчёлки» тутар ташшисемпе ăмăртăва хутшăнчĕ. «Урасем» ташăпа Гран-прие тивĕçрĕмĕр. Ытти ташăсене пĕрремĕш вырăн парса чысларĕç. Пирĕн ушкăна вара каярах Санкт-Петербургра иртекен конкурса та йыхравларĕç. Унта кайса курни вара тата тепĕр асамлăх çуратрĕ. Кунта эпир «Талисман» ушкăнпа 3-мĕш вырăна тивĕçлĕ пултăмăр.
Çак çул çÿревсенче питĕ нумай тĕлĕнтермĕш курса килтĕмĕр. Питĕрти çĕкленекен кĕпер (Дворцовый мост), Петропавловск крепоçĕ, Аврора крейсер,Сочири аквапарк, Сочи парк... Пуринчен те хĕпĕртемелли вара пĕрремĕш хут Сочие кайса тĕнче шайĕнчи конкурса чăваш ташшипе хутшăнни. Çак ăмăртусенчен эпир медальсемпе, дипломсемпе, кубоксемпе, сувенирсемпе таврăнтăмăр. Эпĕ – чăваш хĕр ачи. Чăваш чĕлхине шкулта вĕренместпĕр пулин те ăнланатăп, калаçкалатăп та. Кăçал тата «Урал сасси» хаçата чăвашла вулама та вĕрентĕм. Кукамайпа кукаçей «Кашни çын хăй хăш халăх ачи пулнине ялан асра тытмалла» тенине пĕрре те манмастăп.
Елена (61 çулта). Эпĕ – Кăратмас ялĕнче çуралса ÿснĕ чăваш. Кашни çулах «Урал сасси» хаçата çырăнса илетпĕр. Темиçе хутчен редакци ирттерекен лотерея вылявне хутшăнса парнеллĕ пултăм. Вăхăт çитсен çак ял каччипех çемье çавăрнă. Мăшăрпа виçĕ ача çуратса çитĕнтертĕмĕр. Халĕ пирĕн – 5 мăнук. Тивĕçлĕ канăва тухсан ялти «Шевле» ушкăна çÿре пуçларăм. Май уйăхĕн вĕçĕнче паллă чăваш çыравçи К.В. Иванов ялне çитсе ун çуралнă кунне халалланă мероприятие хутшăнни савăнăçлă пулăм пулчĕ. Ноябрь-декабрь уйăхĕсенче ушкăнпа районти ваттисен çуртне тата Суккул ялне çитсе унта пурăнакансене саламланишĕн те хĕпĕртетĕп. 2023 çулта çемьере пысăк çĕнĕлĕхсемпе улшăнусемех пулмарĕç. Эпир килти хуçалăхра кăштăртатрăмăр. Хуçалăх вара пĕчĕкех мар. Шултра мăйракаллă выльăхсем те, сурăхсем те, сыснасем, кайăк-кĕшĕк те тытатпăр. Ĕçсĕр ларма вăхăт çук. Хуласенче пурăнакан ачасемпе мăнуксене пулăшу пултăр тесе тăрăшатпăр.
Николай (70 çулта). Кăçалхи çул хам 70 çул тултарнипе паллă пулчĕ. Шанас та килмест. Пăхсан çулсем нумай пек, анчах хама çамрăкрах туятăп. Ялти «Шевле» ушкăна чылайранпа çÿретĕп. Кунта вăхăта кăмăллă ирттеретпĕр. Çĕнĕ юрă-ташăсем вĕренетпĕр. Шевлеçĕсем юбилей каçне клубрах йĕркелесе чыс турĕç. Уншăн ялти ветерансен ушкăнĕн председательне Ольга Павлована тав сăмахĕсем калатăп. Пурнăçра яланах шурри кăна пулмасть çав. Шел пулин те, кăçал кĕркунне пысăк çухату пулчĕ. Аслă аппа пиртен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайрĕ. Кулленхи пурнăçра мăшăрăмпа кил хушшинче ĕçлетпĕр, сурăхсем тытатпăр, хурт-хăмăр ĕрчететпĕр. Ачасемпе, мăнуксемпе час-часах пулмасан та курнăçатпăр. Телефонпа вара кашни кунах калаçатпăр. Тăван чĕлхепе тухакан хаçатăмăра мĕн туха пуçланăранпах çырăнса илетпĕр.
Зинаида (59 çулта). Кашни çул хăй йĕрне хăварать. Хăшĕ тарăнрах та савăнăçлăрах, хăшĕ ăшăкрах та салхуллăрах. Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех шкулта вĕрентекен пулса ĕçлерĕм. Ытларах тăван ялта. Ялти юлашки вĕрентекен пулăп тесе халиччен те шутламан. Пурнăçра вара шăп çапла килсе тухрĕ. Хальхи законсене пăхăнса ку çулла ялти шкула вуçех хупрĕç. Шел, питĕ шел. Мĕн тăвăн? Ялта ача-пăча çукки çапла тума хистерĕ-тĕр. Çемьери пурнăçа илсен, йĕркеллех пурăнатпăр. Мăшăр ĕçлет-ха. Эп килте тăрмашатăп. Юнашарах ватă анне пурăнни савăнтарать. Кашни кунах аннепе курса калаçасси – телей. Ачасемпе мăнуксем пурри те вăй-хăват парать. Мăнукăмсем пирĕн çиччĕн. Ытларах Пелепей хулинче пурăнакан мăнуксене çитĕнтерме пулăшатăп. Час-часах хам хулана каятăп. Хăш чух пĕчĕк мăнуксене яла илсе килсе параççĕ. Пĕр мăнукăм çитес сентябрьте пуçласа шкула каймалла, çавна вулама-çырма вĕрентетĕп. Хальхи вĕренÿ программисемпе ачан шкула кайичченех вулама-çырма пĕлмелле. Унсăрăн ăна вĕренме пит йывăр пулать. Аслă мăнук вун тăххăрпа пырать. Çитес çул техникум пĕтермелле. Вăл салтак аттине тăхăниччен тĕнчери лару-тăру лăплантăрччĕ тесе ĕмĕтленетĕп.
Альфия (63 çулта). Кăçалхи çул маншăн питĕ савăнăçлă пулчĕ. Январь уйăхĕнче района Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров килсе кайрĕ. Килнĕ май пирĕн ялта тин уçăлнă ФАПа кĕрсе тухрĕ. (Эпĕ 40 çул ытла фельдшер пулса ĕçлетĕп). Мана тата ял-йыша çак пулăмпа саламларĕ. Республика ертÿçи ал тытсах паллашрĕ. Ĕçри лару-тăрупа кăсăкланчĕ. Çак пулăм тата та лайăхрах ĕçлеме хавхалантарчĕ.
Ялта ытларах ватăсем пурăнаççĕ. Кăçалхи çул çичĕ çын пиртен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайрĕç. Иккĕн çут тĕнчене (пĕр арçын ачапа пĕр хĕр ача) килчĕç. Иккĕшĕ те çемьесенчи пĕрремĕш ачасем пулса. Шел, çамрăксем ялта тымар яма васкамаççĕ.
Килте ларма вăхăт çук ман. Вăй-хал çитнĕ таран ял-йыша пулăшма, обществăлла ĕçсене хутшăнма тăрăшатăп. Эп тутар хĕрĕ пулсан та, чăваш юрри-ташшине юрататăп. Хам чăваш кинĕ пулнишĕн, ывăлăмсем ашшĕн чĕлхипе калаçма пĕлнишĕн хĕпĕртетĕп. Кÿршĕ ялта тăхăр вун виççĕпе пыракан анне пурăнни те вăй-хăват парать.
Ольга (67 çулта). Эпĕ ялти ветерансен Канашĕн председателĕ шутланатăп. Кашни кун тенĕ пекех ял-йышпа тĕл пулса вĕсен пурнăçĕсемпе интересленетĕп. Вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатăп. Ку çул, хамăра кура, чылай ĕç турăмăр. Февраль уйăхĕнчех ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксем валли тушёнка туса ăсатрăмăр. Çу кунĕсенче ял территорине илемлĕрех тăвас тесе субботниксем йĕркелерĕмĕр. Масар территорине те яланхиллех тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Ял-йышпа юбилейсемпе саламлама та манмастпăр. «Япали мар, тимлĕхĕ хаклă» тенине ас тусах тăратăп. Халь тата СВОна ăсатма чылай япала пуçтарса хатĕрлерĕмĕр. Декабрь уйăхĕнче районтан гуманитари машини каймалла. Тĕнче капла пулса каясса нихăçан та уйламан. Чылай çывăх ача çак операцине хутшăннă. Хăшĕн ывăлĕ, хăшĕн мăнукĕ, хăшĕн пиччĕшĕ-шăллĕ. Вĕсем ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел таврăнччăр çеç.
Çемьене илсен майĕпен пурăнатпăр-ха. Тĕпчĕк ывăлăм «Эко-Нивара» ĕçлет, куçăн мар мелпе техникумра вĕренет. Мăнуксем хăшĕ институтра, хăшĕ техникумра пĕлÿ илеççĕ. Тепĕр мăнук иккĕмĕш çул вăрă-хураха хирĕç кĕрешет. Ялти «Шевле» ушкăна та çÿретĕп. (Çак ушкăна йĕркелесе яраканĕ те Ольга Ивановна – авт.) Мĕнле начар лару-тăрăва лексен те малаллах пăхатпăр, йывăрлăхсене çĕнтерсе, ыррине шанса пурăнатпăр.
Хамран вара çакна калас килет. Тĕнчере часрах тăнăçлă та мирлĕ пурнăç йĕркелентĕрччĕ. Ятарлă çар операцине хутшăннă ачасем ырă-сывă таврăнччăр. Ача-пăчасем йышлăланĕç. Ялта, тен, татах шкул уçăлĕ.
Ыйтăма Зоя КОЛЕСНИКОВА йĕркеленĕ.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: