Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
27 Декабрӗн 2023, 10:05

Çитес 2024 çулăн йăли-йĕркисем

2023 çул вĕçĕнче тата 2024 çул пуçламăшĕнче эпир шурă та çемçе Кролика ăсататпăр, çутă та мăн кăмăллă Аçтахана кĕтсе илме хатĕрленетпĕр. Хĕвел тухăç календарĕпе килĕшÿллĕн çитес 2024 çул йывăç Симĕс аçтаха çулĕ пулĕ. Симĕс тĕс юмахри чĕр чун вăй-хăватне кăштах лăплантарĕ, килĕшÿлĕх илсе килĕ. Астрологсен шучĕпе, Аçтаха çутă кăмăл-туйăм парнелĕ, татăклă йышăнусем тума, ĕмĕтсене тивĕçтерме май парĕ.

Çитес 2024 çулăн йăли-йĕркисем
Çитес 2024 çулăн йăли-йĕркисем

Епле кĕтсе илмелле-ха юмахсенчи мăн кăмăллă сăнара?
Чи малтан сĕтел çиттинчен пуçлăпăр. Аçтахан чи юратнă тĕсĕ – хĕрлĕ. Ăна симĕс тата ылтăн тĕссемпе пуянлатма пулать. Ылтăн тĕсе пĕр именмесĕр сĕтеле илемлетнĕ чух усă курмалла. Пуянлăха тата авалхи мулсене юратакан Аçтаха сирĕн утăмăра хакламасăр пултараймĕ. Сĕтел çине, темиçе пулсан тата та лайăхрах, çурта лартма тăрăшăр. Вăл уявăн тĕп паллине – вут-çулăм вĕрсе кăларакан Аçтахана – пĕлтерĕ.
Аçтаха – мăнаçлă чĕр чун. Çавăнпа ăна тĕрлĕ йышши тутлă апатсем кирлĕ: сĕтеклĕ аш, техĕмлĕ кайăк, çемçе пулă. Гарнир вырăнне тĕрлĕ майпа пĕçернĕ рис, «вутпа сывлаттаракан» уçă салатсем. Консервăсемпе шăнтнă апат-çимĕç юрамасть. Аçтаха – чĕрĕ какай юратакан тискер чĕр чун. Çавăнпа та уйăхĕ-уйăхĕпе, çулталăкĕпе упранакан апат-çимĕçе кăмăлламасть. Сĕтел çинче цитруссем, уйрăмах апельсинпа мандарин, пулмалла. Хĕрлĕ пулăпа, вăлчапа хатĕрленĕ канапе хатĕрлеме юрать.
Мĕн тăхăнмалла?
Аçтаха – патша влаçĕн палли. Çавăнпа та хаклă тум илме укçа-тенкĕ шеллемелле мар. Уява хĕрлĕ, хĕрлĕ хăмăр тĕслĕ, тенкĕ евĕр ылтăн тата кĕмĕл тĕслĕ пустав татăкĕсем çĕлесе лартнă тумсемпе кĕтсе илсен аван. Симĕс тĕс те, çуттинчен пуçласа тĕксĕмми таран, юрать. Шурă тăхăнма хушмаççĕ. Китайра шурă хурлăх тĕсĕ шутланать. Аçтаха кăвак тĕспе унăн варианчĕсене те кăмăлламасть. Çавăнпа та вĕсенчен те тытăнса тăмалла. Питех тăхăнма кăмăл пулсан тинĕс тата сапфир тĕслине тăхăнма юрать.
Кил-çурта çутă, ăшă тĕссемпе илемлетмелле. Дизайна ылтăнпа илемлетнĕ элементсем, гирляндăсем, Китай хунарĕсем евĕрлĕ илемлĕх хатĕрĕсем хушма пулать.
Мĕн парнелемелле?
Йывăç Симĕс аçтаха çулĕнче йывăçран тунă япаласем – савăт-сапа, капăрлăхсем, кил-çурта илемлетмелли хатĕрсем – парнелеме юрать.
Аçтаха – пултарулăхпа аталану палли, ку сферăсемпе çыхăннă парнесем çак çул çынна ăнăçу кÿрĕç çеç. Парне туса кĕнеке те, тĕрлĕ курса çÿремелли сертификат та, пултарулăх наборĕсем те пама юрать. Çулталăк хуçи «хĕрÿ» япаласем юратнине те манса каймалла мар. Çавăнпа та ун вырăнне техĕмлĕх (специи), электричество грилĕ, шашлăк ăшаламалли те, тĕрлĕ киленÿсене (развлечения) çÿремелли сертификат та парнелеме пулать. Йÿнĕ капăрлăхсем те, хаклă йышшисем те аçтахан кăмăлне каймалла. Хĕвел тухăç тематикиллĕ парнесем те – ёлка тетти, чей пуххисем, пурçăн япаласем – килĕшмелле.
Чи лайăх парне – хăв аллупа туни теççĕ. Çакна та шута илĕр.
Çурта çĕнĕ çула хатĕрлетпĕр
Чи малтан, пуçтарăннă ĕçсене вĕçлеме тăрăшăр. Уяв хыççăн теме кирлĕ мар. Пурне те мар пулсан та ĕлкĕрнĕ таран: кивĕ япаласене уйăрса хурăр, хăвăр тахçанах курма ĕмĕтленнĕ фильма пăхăр, антресольсем çинчи тусана сăтăрса илĕр.
Иккĕмĕшĕнчен, хваттере тирпей-илем кĕртĕр. Таса мар çуртра Çĕнĕ çул кĕтсе илме кăмăллă мар. Вырăн таврашĕсене çуса тасатăр, таса чÿрече карри çакăр. Халăх паллисем тăрăх, кил-çуртра катăлнă, çурăлнă савăт-сапа тытма юрамасть. Килес çул хуçи те çакна ырламĕ.
Çавăн пекех парнесемпе Çĕнĕ çул кĕрекин сĕтелĕ çине лартмалли апат-çимĕç списокне те хатĕрлемелле.
Аçтахаран вăй-хал илес тесен
Аçтаха – ирĕклĕ чĕр чун. Çавăнпа та Çĕнĕ çула урамра та кĕтсе илме май пур. Хулара пулсан сехет 12 хутчен шакканă вăхăтра пĕр бокал шампански ĕçнĕ хыççăн балкон çине е картишне тухма юрать.
Çĕнĕ çула уйрăм çуртра кĕтсе илекенсен камин çуннине асăрхаса тăмалла. Паллах, ташă, вăйă-кулăсăр та пулмасть. Петардăсем юратмастăр пулсан хлопушкăсем те пулсан хатĕрлесе хумалла. Аçтаха савăнăç юратать. Вăл ырă сăнара вылякан уяв сценарийĕ хатĕрлесе хуратăр пулсан – питĕ лайăх.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: