-2 °С
Юр
Поселока килсе çитрĕмĕр, кирлĕ çурта асăрхарăмăр, унта халăх нумай, шашлăк ăшалаççĕ. Кил картишне кĕтĕмĕр, паллашрăмăр. «Кил хуçи ăçта?» тесе ыйтсан: «Вова лавккана кайнăччĕ-ха, часах килĕ» терĕç. Эпĕ юлташа шăнкăравлатăп, анчах та вăл телефонне тытмасть, çыхăну çук. Пире сĕтел хушшине лартрĕç, çырткаласа илтĕмĕр, мунча хутса ячĕç. Вова килсе çитрĕ, анчах та вăл манăн юлташ пулмарĕ, пачах урăх çын. Эпир дачăсен поселокĕсене арпаштарнă иккен! Çапла пирĕн çĕнĕ юлташсем тупăнчĕç.
Валерий ПЕТРОВ. Çтерлĕ хули.