Урал сасси
+6 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
28 Декабрӗн 2023, 13:00

Телей вак-тĕвекре

Эпĕ ун чух сакăр çул тултарнăччĕ, аннепе çити-çитми пурнăçпа пурăнаттăмăр. Анне нумай ĕçлетчĕ, декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче те киле каçхи 8 сехетре таврăнма тухрăмăр.

Телей вак-тĕвекре
Телей вак-тĕвекре

Паллах, мана валли парне илме укçа тупăнмарĕ. Анне ĕçĕнчен инçе мар Санта Клаус тата эльфсен тумне тăхăннă çынсем грузовикран курупкасем пушататчĕç. Çав вăхăтра пирĕн пата Санта Клаус çывхарчĕ те нимĕç чĕлхипе темскер каласа мана сенкер пысăк курупка тыттарчĕ. Унта лăк тулли «Милка» шоколад! Ун пек пылак кучченеçе тупса та пулмастчĕ ун чух. Маншăн çакă чăн-чăн савăнăç, кĕтменлĕх пулчĕ! Çакăн хыççăн Санта-Клаус пуррине мĕнле шанмăн?
Снежана МИХАЙЛОВА. Ĕпхÿ хули.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: