-1 °С
Юр
Декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче кухньăра салатсем хатĕрлетĕп. Сасартăк домофон шăнкăртатать. Мăшăр: «Кусем сан пата!» – тет. Алăка уçатăп, унта Хĕл Мучипе Юр пике тăраççĕ. Вун пилĕк минута пĕчĕк хĕр ачана çаврăнтăм. Манпа вылярĕç, вăйă картинче çаврăнтăмăр, Хĕл Мучи чĕр куççийĕ çине лартрĕ, эпĕ ăна сăвă каласа патăм. Юлашкинчен унран пылак парне илтĕм. Çакă чи лайăх сюрприз пулчĕ!
Валерия СЕМЕНОВА. Октябрьский хули.