Çапла пĕр каç мăшăрпа телефонпа калаçнă чух ăна чăрăш лартайманни пирки ÿпкелешсе калаçрăм. «Пирĕн искусственнăй елка пур-çке, çавна пуçтарса капăрлат», – сĕнчĕ вăл мана. Ăçта тупмаллине те ăнлантарса пачĕ. Пукан çине тăтăм та кĕмелли алăк тăрринче ăсталанă шкафа уçрăм. Чăнах та, кунта хваттерĕн малтанхи хуçисенчен юлнă елка пур иккен. Унсăр пуçне теттесем, мишура та тупăнчĕ. Метр çÿллĕш чипер кăна елкăна сĕтел çине пуçтарса лартрăм. Хамăр туяннă теттесемпе тата малтанхи хуçасенчен юлнисемпе илемлетрĕм. Çав самантра малтанхи хваттер хуçисене пире çакăн пек парне хăварнăшăн чунран тав турăм. Салхулăх туйăмĕ сирĕлчĕ, кăмăл çĕкленчĕ. Мăшăра елкăн сăн ÿкерчĕкне ярса патăм, вăл та маншăн савăнчĕ. Капăр чăрăша куллен сăнанă май уяв çитессине чăтăмсăррăн кĕтме пуçларăм. Çĕнĕ çул уявĕнче килте пĕччен тунсăхласа ларас темерĕм, аттепе анне, шăллăмпа йăмăк патне яла кайрăм.
Татьяна МАКСИМОВА. Туймазă хули.