Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
31 Декабрӗн 2023, 13:00

ЧЕЕ МАРЬЕ

Тепĕр кун Çĕнĕ çул тенĕ чухне Марье ирхине ирех вăранчĕ те уява кĕтсе илме тесе каçран йÿç чуста хунă савăчĕ патне васкарĕ. Чусти вара, чашăкки тарăн пулсан та, урлă тухса сĕтел çине усăнса аннă.

ЧЕЕ  МАРЬЕ
ЧЕЕ МАРЬЕ

Хыпаланса кăна çăвăнса илсен, таса аллипе çăрса, кăвас икерчисем пĕçерчĕ. Кукăльсем хупрĕ, вĕсене валли духовка хатĕрлерĕ. Юлнă чустине çăкăр формисене уйăрса хăпартма лартрĕ.
– Никита! А, Никуш, эс вăрантăн-и çак? Çăвăн та ирхи апат çиме кил. Кăвас икерчипе чей ĕçĕпĕр. Ĕнер тусусем патĕнче хăнаран аванах сыпса килнĕччĕ эсĕ. Çĕнĕ çула уявлама та пуçланă эсир? Пуçу та ыратать пулас?
– Эй, çав анатри Ваçук, ĕç хыççăн арăмĕн менельникне чĕнчĕ те... 
Никуш, аллăран иртсе пыракан арçын, ухлатса та ыхлатса вырăн çинчен тăчĕ, аран тăхăнчĕ. Курка тултарса шыв ĕçрĕ. Тахçанччен шыв кранĕ патĕнче чÿхеннĕ хыççăн сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ.
– Марье, пуçа тÿрлетмелĕх пулăштух çук-и сан? Питĕ аптрарăм вĕт.
– Пурччĕ те, ĕнер лавккаран таврăннă чухне, алăк умĕнче «политен» пакечĕ çурăлса кайрĕ те пĕтĕм туяннă апат-çимĕç тухса ÿкрĕ. Аран пуçтарса кĕтĕм. Пулăштухне вара тупаймарăм, юр айĕнче юлчĕ пулас. Пăртак çутă килсен, ху шыраса пăхмăн-ши? Хальлĕхе чейпе хапăл пулар.
– Чей ĕçсе тăмăп ĕнтĕ, тухса юр хырас, – терĕ те кĕрĕкне уртса тула тухрĕ.
Юр хырассине-мĕнне пĕлмерĕ вăл, пулăштух шырама шут тытрĕ. Кăнтăрлаччен тара ÿксе юр ывăтрĕ. Алăк умне, çулсене, кил карти умне – пĕтĕм кĕтессене çатма пек такăрлатрĕ. Анчах пулăштух тупăнмарĕ хайхин.
Марье, чеескер, качака мамăк çиппинчен авăрласа çыхнă тутрине хулпуççи çине уртса ячĕ те кил картине тухрĕ. 
– Ай-уй, мĕнле маттур эсĕ. Çĕнĕ çул уявне кĕтсе илме питĕ те аван. Ачасем те килмелле. Мăнуксене выляма вырăн тасалчĕ, – тесе куçне хĕссе илчĕ. – Атя, кĕр киле, пулăштухне тупрăм. Вăл вир кĕрпи хутаççи ăшĕнче пулнă иккен.
– Ну, Маруç, ĕçлеттертĕн паян мана. Чее те эс. Ман мухмăр та тарпа тухса пĕтрĕ ĕнтĕ. Пулăштухне Çĕнĕ çул валли хăварар. Ачасем килеççĕ пулсан, намăса юлас мар. Хăйсем ялан парнесемпе, шампань эрехĕпе хăналаççĕ-çке.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: