Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
29 Декабрӗн 2024, 11:00

Çĕнĕ çул саламĕ

Пĕтĕм ырă кăмăлпа, чĕререн тухакан чи хĕрÿллĕ те ăшă сăмахсемпе Пелепей тăрăхĕнче пурăнакан хаклă тăвансене – Михаилпа Полина Григорьевсен (Илькел ялĕ), Митрофановсен (Этĕл ялĕ), Егоровсемпе Алмазовсен, Петровсемпе Ухаткинсен, Денисовсен (Пелепей хули), Матвеевсен (Октябрьски хули) çемйисене – çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп. Акă, хыçа юлчĕ кивĕ çул, килсе çитрĕ çĕнни ав. Пĕр-пĕрне телей, сывлăх, ăнăçу сунатпăр.

Çĕнĕ çул саламĕ
Çĕнĕ çул саламĕ

Кашнин килĕнче çăкăр-тăвар ан татăлтăр,

Картишĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетĕр,

Кил хушшинче ача-пăча сасси янратăр,

Ĕçрен перекет ан пĕттĕр!

Енчĕкре укçа ан татăлтăр,

Хулăнран та хулăн пулса пытăр.

Пурнăç акнă тыр-пул пек ăнса, чĕрĕ çăмарта пек чĕрĕлсе, сыпăкран сыпăка аталанса пытăр. Тăвансем, туссем, юлташсем кĕрекене пуçтарăнсан сăра курки алран алла çÿретĕр. Ватти-вĕтти хисепре пултăр. Çамрăксем кăмăллă та сăпайлă пулччăр! Тăван чĕлхене ан манччăр, чăвашлăха упраччăр, пурнăçа малалла аталантарччăр. 2025 çул çапла пултăр! Тайма пуç сире, тăвансем!

Çĕнĕ çул саламне илсе çитерекенĕ – Ĕпхÿ хулинче пурăнакан Ирина Григорьева.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: