Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
30 Декабрӗн 2024, 11:00

Çĕнĕ çул саламĕ

Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнчи волонтерсене çитес Çĕнĕ çул ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламласшăн. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа эсир малти позицире вырнаçнă ентешсене пулăшу парас тĕллевпе пĕрлешрĕр, гуманитари пулăшăвĕ пухас тата маскировка сечĕсем çыхас тесе ырми-канми тăрăшрăр.

Çĕнĕ çул саламĕ
Çĕнĕ çул саламĕ

Эсир пĕрлĕхлĕ тĕллеве пурнăçа кĕртес тесе кунсерен пысăк тÿпе хыватăр. Сирĕн вăй-хăватăрпа хавхаланăвăр тĕлĕнтерет. Çĕнтерĕве çывхартас, ыттисене пулăшма хатĕр пулнишĕн, ĕçĕре чунтан парăннишĕн тав тăватăп. Эсир малашлăх лайăх пуласса шанăç парнелетĕр.
Уйрăмах Тимеш ялĕнчи великомученица Екатерина ячĕллĕ чиркĕвĕн строительствинче ĕçлекенсем валли тутлă та вĕри апат пĕçерекенсене палăртса хăварас килет. Ырă кăмăлăршăн, ыттисене пулăшма хатĕр пулнишĕн тав тăватăп. Ĕçĕрсем нумай пулин те общество пурнăçне пуçĕпех кÿлĕнетĕр.
Çĕнĕ çул ячĕпе, хаклă волонтерсем. Сире çирĕп сывлăх, пуç çийĕнче мирлĕ тÿпе, ырă кăмăл-туйăм сунатпăр, ĕмĕтсем пурнăçа кĕччĕр. Çулталăк тăршшĕпе тĕнчене ырăрах та çутăрах тума тăрăшнăшăн тав тăватпăр, çитес 2025 çулта тĕл пуличчен.
Ырă сунса хĕрарăмсен канашĕн председателĕ тата волонтер юхăмĕн ертÿçи Вероника Леонтьева.

Çĕнĕ çул саламĕ
Çĕнĕ çул саламĕ
Çĕнĕ çул саламĕ
Çĕнĕ çул саламĕ
Çĕнĕ çул саламĕ
Çĕнĕ çул саламĕ
Çĕнĕ çул саламĕ
Çĕнĕ çул саламĕ
Çĕнĕ çул саламĕ
Çĕнĕ çул саламĕ
Çĕнĕ çул саламĕ
Çĕнĕ çул саламĕ
Çĕнĕ çул саламĕ
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: