Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
31 Декабрӗн 2024, 11:00

Çĕнĕ çул саламĕ

Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче пурăнакан хаклă та хисеплĕ вĕрентекенсене Алевтина Григорьевна Васильевапа Валентина Степановна Михайлована, Валентина Андреевна Петровапа Фиягуль Шайхулловна Хабибуллинана, Тамара Алексеевна Филипповапа Людмила Александровна Петрована, Алина Владимировна Павловапа Валентина Михайловна Дмитриевана тата Валентина Ивановна Петрована Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе саламлатпăр!

Çĕнĕ çул саламĕ
Çĕнĕ çул саламĕ

Пире, шкул çулĕсенче вĕрентнĕшĕн, ăс панăшăн, пулăшнăшăн, ырă кăмăллă, кирлĕ чух çирĕп, пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулнăшăн, тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратнăшăн тайма пуç сире, вĕрентекенсем. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми вăй-хал, çывăх çыннăрсен тимлĕхĕпе ăшшине туйса Турă панă кашни кунпа савăнса пурăнмалла пултăр. Эсир ялан пирĕн чĕрере.
Ырă сунса тата хисеплесе
Янăшма шкулĕнчен 1992 çулта вĕренсе
тухнисен ятĕнчен Инга Алексеева.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: