Умра – Çĕнĕ 2025 çул. Кашни çĕнĕ çул тăван халăхăн çутă малашлăхĕшĕн çĕнĕ ĕмĕтсем илсе килет. Çавӑнпа пурсӑра та чӑваш халӑх аталанӑвěшěн ěҫлеме сывлăхпа вӑй-хал, телей, малашлӑхра шанӑҫ сунатӑп. Кăçалхи çул чи йывăр ыйтусене татса парасса, чăвашсем малашне те Раççейри ытти халăхпа пĕрле пĕр тан пуласса шанас килет. Çĕнĕ çула çĕнĕ шанчăкпа, ыррине ĕмĕтленсе кĕрер.
«Пушкăртстан чӑвашӗсен «Канашĕ» регионти обществăлла организацийӗнчен сире пурне те Ҫěнě ҫул тата Раштав уявěсемпе чун-чĕререн саламлатăп. 2025 ҫул пурне те савӑнӑҫлӑ кӑмӑл, çирĕп сывлăх та вăрăм ĕмĕр, кашни киле ӑшӑ туйӑм, хӑтлӑх, çителĕклĕх, ҫемьесене килěшӳлěх, тӑван халӑхӑмара аталану та ҫěнě малашлӑх илсе килтěр. Ҫěнě ҫулта палӑртнӑ тӗллевěрсене пурнӑҫламалла пултӑр, ырӑ пулӑмсем, тӗлӗнмелле ҫěкленӳллě кӑмӑл тата хавхалану юнашар пулччӑр.
Ирина СУХАРЕВА, истори наукисен докторӗ, профессор, Пушкӑртстан чӑвашӗсен Канашӗн ертӳҫи.