2024 çул хыçа юлчĕ, умра – çĕнĕ 2025 çул. Çĕнĕ çулта хамăр халăхăн кăмăл-туйăмĕ, шухăш пĕрлĕхĕ патне хастартарах та çирĕп утасчĕ. Наци автономийĕсене тата ĕç тăвакан власть органĕсене шанса панă ĕçĕн тĕп тĕллевĕ пĕтĕмпех обществăна социаллă тата политика тăнăçлăхĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă.
Хисеплĕ туссем, пĕр шухăшлă юлташсем, сире Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе саламлатăп. Малашне те çаплах пĕрле пулар. Хамăр халăха юратса, ытти нацисене хисеплер. Çавăн чухне çĕр çинче ăнланупа тăнăçлăх хуçаланĕ. Сире ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, çемьесенче килĕшÿ тата мĕнпур ыррине сунатăп.
Виталий ВИКТОРОВ, ПР чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ.