Людмила Павлова, Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.
– 2024 çул нумайлăха асра юлмалли пулăмсемпе пуян пулчĕ. Ĕç енчен илес пулсан, çулталăк республика шайĕнчи чăваш чĕлхипе литература олимпиадин призерĕсемпе Шупашкара кайнипе пуçланчĕ. Регионсем хушшинчи тапхăрта вĕренекенсенчен пĕри парнеллĕ вырăн йышăнчĕ. Декабрь пуçламăшĕнче ачасемпе «Пушкăрт мозаики» Пĕтĕм Раççейри форумра пилĕк номинацире вăй виçсе çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕмĕр. Çакăншăн эпĕ калама çук хĕпĕртетĕп. Вĕренекенсен кашни çитĕнĕвĕ маншăн пысăк ăнăçу шутланать. Унсăр пуçне хам та тĕрлĕ ăс-тăн ăмăртăвĕсене хутшăнатăп. Сăмахран, «Тăван çĕршыв паттăрĕсем» шкул музейĕсен республика конкурсĕнче тупăшса май уйăхĕнче диплом, декабрьте виçĕ пин тенкĕлĕх парне сертификатне илтĕм.
Çемье, кану енчен илес пулсан та çулталăк савăнтарчĕ. Çу кунĕсенче Тобольск хулинче пурăнакан хĕр патне хăнана кайса килтĕм. Тюмень облаçĕнчи çут çанталăк илемĕсемпе килентĕм. Абалак салинчи парк-отель территорийĕнче чăвашла çырнă «Чăваш тăвĕ» пысăк юпа курсан чăннипех тĕлĕнтĕм. Унăн историйĕ мана тыткăна илчĕ. Унсăр пуçне кăçал Хура тата Хĕрлĕ тинĕссен хĕрринче канса вăй-хал пухма май килчĕ. Анапа хулинче çĕнĕ туссем тупни, вĕсемпе паянхи кун та çыхăну тытни чуна хавхалантарать. Çакăншăн Турра тав тăватăп.
Çитес 2025 çул та тухăçлă иртессе шанатăп. Часрах тăнăçлă та мирлĕ пурнăç йĕркелентĕрччĕ, çынсем туслă пурăнччăр. Кашни анне хăйĕн ывăлне ырă-сывă, кашни ача çĕнĕ куна йăл кулса кĕтсе илтĕрччĕ.
Раиса Иванова, Çтерлĕпуç районĕ, Тетĕрпуç ялĕ.
– Иртнĕ 2024 çулта чĕрере тарăн йĕр хăваракан савăнăçлă та хурлăхлă пулăмсем пулса иртрĕç. Çынсен Турă панă кашни куна, пĕчĕк савăнăçлă самантсене, çывăх çынсен ăшшипе пулăшăвне хаклама вĕренмелле.
Çитес 2025 çулта çĕршыв пуçлăхĕсем килĕшÿ патне килсе тухса ятарлă çар операцийĕ мирлĕ майпа вĕçленессе, ытларах ырă пулăмсем, ăшă тĕлпулусем, савăк самантсем пулса иртессе, кашни кун пĕлтерĕшлĕ пуласса, çынсем хушшинче юратупа ăнлану хуçаланасса шанатăп.
Александр Матвеев, Октябрьски хули.
Иртнĕ çул тĕрлĕ пулăмсемпе пуянччĕ, анчах ырă самантсем ытларах пулчĕç. Уйрăмах Пушкăртстан Республики тăрăх çул çÿреве кайни асра юлчĕ. Эпир çемйипех Аскин (Аскин районĕ), Капово (Бурзян районĕ) хăвăлĕсенче пулса куртăмăр, Шуратăл юхан шывĕ тăрăх кайрăмăр. Çул çÿрев сахал мар ырă кăмăл-туйăм парнелерĕ. Асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем нумай турăмăр. Ачасем те, хамăр та ирĕклĕ лару-тăрура Пушкăртстан историне ăша хыврăмăр.
Кăçалхи çула темĕнле пысăк плансем туса хуман. Пĕртен-пĕр çакă кăна, ачасене ытармалла мар республикăпа паллаштарас, çĕршыва кăтартас шутпа татах та çул çÿреве каясшăн. Ĕмĕтсем пурнăçа кĕрессе ĕненетĕп. Çĕлен çулĕ ырă кăмăл-туйăм, пур тăвана та ырлăх-сывлăх, ачасене ăнăçу илсе килессе шанатăп. Пурне те телейлĕ Çĕнĕ çул сунатăп!
Любовь Семенова, Мияки районĕ, Суккул ялĕ.
2024 çулта пулса иртнĕ чи пысăк пулăмсенчен пĕри – мăнук çурални, эпĕ пирвайхи хут асанне пулса тăтăм. Ачасем – пысăк телей, вĕсем – пирĕн çутă малашлăх. Пĕтĕмĕшле илес пулсан çулталăк тухăçлă иртрĕ. Ял клубĕнче ĕçленĕ май ачасемпе тата аслисемпе тĕрлĕ йышши мероприятисем ирттертĕмĕр, гуманитари пулăшăвĕ пухрăмăр, ятарлă çар операцине хушăнакансем валли маскировка сечĕсем çыхрăмăр тата ытти те. Ялта пурăннă май, пысăк хуçалăх тытатпăр, кăçал лайăх тухăç пуçтарса илтĕмĕр, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтертĕмĕр. Пушă вăхăтра чăваш наци çи-пуçĕсемпе кăкăр çине çакмаллисем çыхрăм, наци тумĕсем çĕлерĕм. Çитес 2025 çултан нимĕн те кĕтместĕп, нимĕн те ыйтмастăп. Пурнăç хăй йĕркипе пытăр. Пурте сывă, çĕр çинче тăнăç пурнăç çеç пултăр.
Роза Андреева, Ишимбай районĕ, Йĕкенпуç ялĕ.
– 2024 çулта пирĕн çемьере питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртрĕ. Çиччĕмĕш мăнук, Дарья çуралчĕ. Малтанхисем пурте арçын ачасемччĕ. Ялти часавайпа çыхăннă нумай ĕçе пурнăçа кĕртрĕмĕр. Таврари ватă йывăçсене касса хырсем лартрăмăр, спонсорсем пулăшнипе часавайне шалтан çакма бра, 16 çурталлă паникадило туянтăмăр. Нумай пулмасть Ишимбай хулинчи ачасен пульницине ашшĕ-амăш тимлĕхĕсĕр тăрса юлнă пепкесем валли гигиена хатĕрĕсене (ача-пăча супăнĕ, кĕпе-йĕм çумалли порошок), пепкесен тумтирне (кипкесем, распашонкăсем, нускисем, футболкăсем) пулăшу туса леçрĕмĕр.
Çитес çулта пуç çийĕнче мирлĕ тÿпе пуласса ĕмĕтленетĕп, СВОри салтаксем çемйисене сывă таврăнасса шанатăп. Пур çынсене те сывлăх сунатăп.
Лира Новикова, Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.
– Пĕтĕмĕшле илсен маншăн çулталăк тухăçлă пулчĕ темелле. Юлашки çулсенче тĕрлĕ проектсене хутшăнса хамăр яла илемлĕрех, хăтлăрах тăвас енĕпе нумай ĕç туса ирттертĕмĕр. Кăçал «Культура» наци проекчĕн витĕмĕпе вырăнти культура çуртне тĕпрен юсаса уçма май килчĕ. Çĕнетнĕ клуба уçнă çĕре ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров та килнĕччĕ. Культура çурчĕ ĕçлеме пуçлани – ял çыннисемшĕн питĕ пысăк савăнăç.
Çавăн пекех пирĕн вулавăш ятĕнчен София Новикова Пелепей хулинчи «Силпи асамачĕ», Пишпÿлекри «Шурçăл» регионсем хушшинчи конкурс-фестивальсене хутшăнса виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕ. Маншăн ку питĕ пысăк çитĕнÿ.
Килти пирки калас пулсан, кăçалхи çулла çемйипех çул çÿреве кайрăмăр. Пушкăртстанри, Челябинск облаçĕнчи тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнсенче пулса çанă тавăрса ĕçлемелĕх вăй-хăват, хавхалану «туянтăмăр».
Çитес çултан ыррине, лайăххине кĕтетпĕр. Вăрçă хăвăртрах вĕçленсе салтаксем ыр-сывă килĕсене таврăнччăр, тĕнчере мир пултăр.
Наталия Яковлева, Пелепей хули.
– 2024 çулта çывăх та юратнă çынпа пĕр çемье çавăрма пултартăмăр. Тинех пурнăç çулĕ çинче хама ăнланакан, хисеплекен çынна тĕл пултăм. Иртсе кайнă çул маншăн начар пулмарĕ. Ĕçре те пурте йĕркеллĕ пулса пырать. Ачасем те савăнтараççĕ. Çитес çул хваттер ипотекине хупас тесе ĕмĕтленетĕп. Çĕр çинче мирлĕ пурнăç хуçаланасса, çынсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе те ăнланса пурăнасса шанатăп.
Алена Андреева, Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.
– Пурнăç пĕр тикĕс килмест çав. Шел пулин те, хурипе шурри юнашарах çÿреççĕ. Маншăн кăçалхи çул питĕ йывăр килчĕ. Çухатусем нумай пулчĕç. Çывăх çынсемпе паллакансем чирленине, çут тĕнчерен уйрăлса кайнине чăтса ирттерме тÿр килчĕ. Самани çитес çулта лăплантăр, вăрçăра этем урăх ан пĕттĕр. Кашнин пит-куçĕнче хаваслă кулă çиçтĕрччĕ, куллен-кун тÿпене сарă хĕвел шуса тухтăрччĕ. Мирлĕ пурнăçшăн, çитĕнекен ăрăвăн çутă малашлăхĕшĕн тăрăшар. Пурне те телей те юрату, ăнăçу, такăр кун-çул сунатап! Пĕр-пĕрне пулăшса, килĕштерсе пурăнар! Çемьере – кил ăшши, ăнлану, ĕçре – тăрăшу, çĕнĕ çитĕнӳ пултăр! Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр!