Пăру (Телец 21.04-21.05)
Çитес çулта Пăрусене карьерăра, юратура, пултарулăхра ăнăçу кĕтет. Çулталăкăн пĕрремĕш пайĕнче бизнесменсемпе усламçăсем юрист ыйтăвĕсемпе тĕл пулĕç. Иккĕмĕш пайĕнче нумай ыйтăва татса пама, çĕнĕ ĕç вырăнĕ тупма, бизнес уçма, харпăр пурнăçа йĕркелеме ăнăçлă тапхăр пуçланĕ. Пулма пултаракан улшăнусемпе йывăрлăхсем сывлăха начар витĕм ан кÿччĕр тесен час-часах канма, вăхăта ытларах уçă сывлăшра ирттерме, апатлану режимне пăхăнма тăрăшмалла.
Йĕкĕрешсем (Близнецы 22.05-21.06)
2025 çулăн пуçламăшĕнче кăшт йывăртарах пулĕ. Пурлăх тата ăс-хакăл ресурсĕсемпе перекетлĕрех усă курăр, ĕмĕт-шухăшăрсене тĕрĕслесе тăрăр. Анчах та апрель уйăхĕнче чылай Йĕкĕрешсем вăй-хал хушăннине туйса илĕç, пур пуçарура та ĕç кал-кал пырĕ. Укçа-тенкĕ хывнă, тăкакланă чух тимлĕрех пулăр. Сиенлĕ йăласенчен хăтăлайсан сывлăх енчен пурте йĕркеллĕ пулма тивĕç.
Рак (22.06-22.07)
Укçа-тенкĕ тата пурлăх ыйтăвĕсене татса панă чух Раксен питĕ тимлĕ пулмалла. Вырăнсăр тăкак тăвас, укçа-тенкĕ çухатăвĕсем пулас хăрушлăх пур. Çуркунне таврари çынсемпе хутшăнусем çивĕчленни, кил-йышпа, юратнă çынпа хирĕçÿсем пулни сывлăха хавшатма пултарĕç. Çулталăкăн иккĕмĕш пайĕнче çĕнĕ юлташсемпе, аслă хÿтĕлевçĕсемпе паллашма, финанс лару-тăрăвне лайăхлатма май пулĕ.
Арăслан (Лев 23.07-23.08)
Çăлтăрсем 2025 çулта Арслансене професси ÿсĕмĕ, харпăр бизнес е çĕнĕ предприяти уçма, пысăк туянусем тума сунаççĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш пайĕнче инвестици ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ, сĕнÿсене пăхса тухнă, килĕшÿсене алă пуснă чух тимлĕ пулмалла. Ĕçри тимсĕрлĕх финанс çирĕплĕхне (стабильность) начар витĕм кÿме пултарĕ. Çуркуннепе çулла пурнăçа хавхалану илсе килĕç. Кĕркунне укçа-тенкĕ лару-тăрăвне лайăхлатма, сывлăха çирĕплетме майсем уçăлĕç.
Хĕр (Дева 24.08-22.09)
2025 çулта бизнеса малалла аталантарас тесе нумай укçа-тенкĕ хывма, кадр ыйтăвĕсене пăхса тухма тивĕ. Финанс енчен çитес çул ункайлă пулĕ. Харпăр пурнăçра çывăх çынпа çыхăнăва çĕнĕрен тума е малалла тăсма май килсе тухĕ. Çемьесенче ача-пăчасене ытларах тимлĕх уйăрма тивĕ. Сывлăх çирĕп пулĕ, анчах та çуллахи июль, август уйăхĕсем сирĕншĕн ункайлах мар. Çăлтăрсем çулçÿревре, руль умĕнче тимлĕрех пулма сĕнеççĕ.
Тараса (Весы 22.09-22.10)
Кăçал çак паллă çыннисен карьерăра ÿсĕмсем пулма тивĕç. Харпăр пурнăçра вара канăçсăрлăхпа килĕшÿсĕрлĕх хуçаланĕ. Çулталăк вĕçнелле чылай ыйтăва татса пама пултаратăр. Финанс лару-тăрăвĕ пĕр тикĕс пулĕ. Пурнăç вăй-хăвачĕ çÿллĕ шайра, анчах та организм çирĕплĕхне виçесĕрлĕхпе тĕрĕслеме кирлĕ мар.
Скорпион (23.10-22.11)
Профессипе çыхăннă ĕçсем валли çулталăкăн пĕрремĕш пайĕ ункайлă. Çак тапхăрта усăллă партнерсем килсе тухма пултарĕç, финанс лару-тăрăвне лайăхлатма май пулĕ. Пĕччен çынсем хăйсен юратăвне тĕл пулма, мăшăрланма пултараççĕ. Çемьери хутшăнусем лайăхланĕç. Аслă тăвансемпе çыхăнусем çирĕпленĕç. Сывлăхшăн пĕлтерĕшлĕ чирсем сиксе тухмĕç.
Ухăçă (Стрелец 23.11-21.12)
Çулталăкăн пĕрремĕш пайĕнче пулса иртекен хĕрÿллĕ романсемпе кĕске вăхăтлă çыхăнусем профессипе, укçа-тенкĕпе, таврари çынсемпе çыхăннă çивĕч ыйтусем кăларса тăратĕç. Ухăçăсем çулталăкăн иккĕмĕш пайĕнче финанс, çемьери лару-тăрăва йĕркелесе яма пултарĕç. 2025 çулăн ытларах пайĕнче вăй-хал çÿллĕ шайра пулмĕ. Сывлăхăра упрăр, сывлăхлă пурнăç йĕрки илсе пырăр.
Ту качаки (Козерог 22.12-20.01)
Çулталăкăн пĕрремĕш пайĕнче партнерсемпе, ĕçтешсемпе, пуçлăхсемпе пулакан хирĕçÿсем финанс лару-тăрăвне начар витĕм кÿрĕç. Иккĕмĕш çурçуллăхра бизнеса анлăлатма, лайăх ĕç вырăнĕ тумпа май килсе тухĕ. Харпăр пурнăç пĕр тикĕс иртмĕ. Ăслă-тăнлă хăтланни çемьене, юратакан çынна сыхласа хăварма пулăшĕ. Сывлăх хавшама пултарĕ. Апат хуранĕпе (желудок), чĕрепе, нерв системипе кăткăслăхсем сиксе тухма пултараççĕ.
Шыв юхтаран (Водолей 21.01-19.02)
Çулталăк пуçламăшĕ хĕвĕшсе, пăшăрханса иртет пулсан та Шыв юхтарансем йывăрлăхсене тÿсĕмлĕн тÿссе ирттерĕç. Çуркуннепе çулла пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тумасан, ун вырăнне ытларах кансан аванрах пулĕ. Кĕркунне çурт-йĕре юсасси, куçман пурлăхпа ыйтусем сиксе тухĕç. Октябрь-ноябрь уйăхĕсенче пĕр-пĕр ĕçе укçа хывни тупăш илсе килмĕ. Декабрь уйăхĕнче чылай плана ăнăçлă пурнăçлама пулĕ.
Пулăсем (Рыбы 20.02-20.03)
Çулталăк тăршшĕпе Пулăсене пĕрре мар хăйсен планĕсене улăштарма тивĕ. Кăткăс лару-тăрура тахçанхи тусăрсемпе тăванăрсен пулăшăвне шанса тăма пултаратăр. Финанс лару-тăрăвĕ стабильлĕ пулĕ. 2025 çул романтикăллă тĕлпулусемпе çĕнĕ паллашусемшĕн ăнăçлă пулма тивĕç. Çулталăк тăршшĕпе энерги вăй-хăвачĕ çÿллĕ шайра пулĕ, йывăр чир-чĕрсем айккинчен иртĕç. Анчах та юн тымарĕсемпе тата сыпăсемпе çыхăннă чирсем аптратма пултарĕç. Вĕсен профилактики, тухтăрсем мĕн хушни çинчен манса ан кайăр.
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.