Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
6 Кӑрлач , 15:32

Чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕсемпе хĕрĕсем!

Хаçата йĕркелесе ярас ĕç пуçламăшĕнче тăнă республикăри чăваш культура обществи пурне те Çĕнĕ çул ячĕпе саламлать. Пирĕн пĕрлĕх ăна никĕслесе яракансен шухăш-ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртсе чăваш халăхĕн культурине аталантарас тата упраса хăварас ĕçе малалла та ăнăçлăн пурнăçлать. Чăваш наци идейине чунтан парăннă çынсемшĕн паянхи кун çакă чи пĕлтерĕшли.

Чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕсемпе хĕрĕсем!
Чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕсемпе хĕрĕсем!

Истори кустăрми малаллах шăвать. Хамăрпа пĕр шухăшлисене çакна каласшăн: паянхи кун кашниех чăвашлăха упраса хăварас ĕçре хăйĕнчен мĕн килнине тумалла. «Урал сасси» вăл – информаци çăлкуçĕ çеç мар, пирĕн ĕçре коллективлă йĕркелÿçĕ тата пысăк пулăшуçă та. Пирĕн «Халăхсен хĕрлĕ кĕнекине» лекмелле мар. Республикăра пурăнакансене пурне те тăнăçлăх, хавхалануллă кăмăл-туйăм, ыранхи куна шанчăкпа кĕтсе илме, кил-йышра ырлăх тата ăнăçу сунатпăр.
Юрий МИХАЙЛОВ, ПР чăваш культура обществин председателĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: