Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
18 Декабрӗн 2025, 09:00

Çĕнĕ çул каçĕ

Çĕнĕ çул çывхарса килнĕ май, уявсен йышĕ те нумайланса пырать пулмалла. Çав шутра чăвашсем валли те. Акă, Çтерлĕ хулинче «Тавах» халăх ансамблĕн (ертÿçи – Ольга Иванова) хастарĕсем йышпа пухăнса йăлана кĕнĕ Çĕнĕ çул каçне ирттерме палăртаççĕ.

Ăна сцена ăстисем декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Сода» хулари культура керменĕнче (Тукаев урамĕ, 9-мĕш çурт) йĕркелеççĕ. 

Кану каçĕ 19.00 сехетре пуçланать. 
Ыйтса пĕлмелли телефон – 8-919-157-64-89.
 
Программăра халăх тата эстрада юррисем янрĕç. Паллах, Çĕнĕ çул каçĕ Хĕл Мучипе Юр пикесĕр иртмĕ. Вĕсем вара уяв каçне парнесемсĕр килмеççĕ. Куракансене вăйă картине йыхравлĕç, правур та хăюллă юлташсене парнесемпе савăнтарĕç. Апла пулсан, туссем, пирĕнпе пĕрле Çĕнĕ çул каçне васкăр. Хапăл туса кĕтетпĕр.
 
Йĕркелÿçĕсем. 
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас