Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
27 Декабрӗн 2025, 15:00

Çĕнĕ çул сĕтелĕ пуян пултăр

Çĕнĕ çул – асамлă уяв. Ăна вăраха асра юлмалла кĕтсе илес килет. Нумай çĕннине уйласа кăларма пулать. Анчах та яланхи пек мар уяв сĕтелĕ улшăнусăр юлать. Сире хăш-пĕр тутлă та илемлĕ рецептсем сĕнĕпĕр. Тен, вĕсем сире киленÿ илсе килĕç. Хĕрлĕ, вут-çулăмлă Лаша çулĕн уяв сĕтелĕ пуян та тĕрлĕ, вăй паракан тата ăшăтакан пулмалла. Менюра сысна, кăвакал, сурăх, ĕне ашĕнчен хатĕрленĕ апатсем, пиçнĕ пахча çимĕç, улма-çырларан гранат, хурма, апельсин, мандарин, ĕçмесенчен гранат сĕткенĕ, хĕрлĕ эрех, коньяк пулмалла.

Çĕнĕ çул сĕтелĕ пуян пултăр
Çĕнĕ çул сĕтелĕ пуян пултăр

Сысна ашĕ риспа тата ананаспа

600 г çуллă мар сысна ашĕ, 50 г услам çу, 3 пуçлă сухан, 1,5 стакан рис кĕрпи, 200 г консервланă ананас, 0,25 стакан ананас сĕткенĕ, 4 апат кашăкĕ сахăр, 4 гвоздика, корица, кориандр, кардамон, хăвăра кирлĕ чухлĕ тăвар илĕр.

Сысна ашне плов хатĕрленĕ чухнехи пек татăксене касăр, вĕтетнĕ сухан, кориандр, гвоздика ярса çу çинче 10-12 минут пĕр чарăнми пăтратса ăшалăр. Унтан 1/3 стакан шыв ярса çемçеличчен пĕçерĕр. Уйрăм пĕçернĕ риса ананас татăкĕсемпе хутăштарăр.
Духовкăна лартмалли савăта сысна ашне (шÿрпипе пĕрле), ананаспа рис хурăр, çиелтен корицăпа кардамон, кăштах шыв сапăр. Юлнă ананас татăкĕсене сĕткенпе тата сахăрпа пăтратса вăйсăр çулăм çинче ăшалăр та рис çине хурса тухăр. Апата çиелтен фольгапа витсе духовкăна 10 минута лартăр.

 

Уяв салачĕ

1 банка консервланă лосось, 200 г пиçнĕ рис, 100 г майонез, 1 чĕрĕ хăяр, симĕс сухан, 1 чей кашăкĕ хатĕр горчица, хăвăра кирлĕ чухлĕ тăварпа пăрăç.

Сухана вĕтĕ турăр, хăяра тураса уйрăм савăтра тăвар сапса тытăр та сĕткенне тăкăр, майонеза горчицăпа пĕрлештерĕр. Туранă çимĕçсене хутăштарăр, консервланă пулă (шÿрпинчен уйăрса), рис, тăварпа пăрăç, майонезпа горчица ярса лайăх пăтратăр та савăта хурăр. Çиелтен помидор татăкĕсемпе, маслинăсемпе, пахча кĕпçипе илемлетĕр.

 

Тăпăрчран хатĕрленĕ пĕçермелле мар торт

1 стакан тĕпретнĕ печени, 100 г вĕтетнĕ аçтăрхан мăйăрĕ, 0,5 банка çăратнă сĕт, 2 апат кашăкĕ какао порошокĕ, 2 апат кашăкĕ сахăр, 3-4 апат кашăкĕ сĕт, 3 чей кашăкĕ желатин, 3 апат кашăкĕ вĕри шыв, 500 г тăпăрч, 1 лимон, 4 çăмарта шурри кирлĕ.
Илемлетме шоколад, мармелад, улма-çырла пулсан аван.

Печение тĕпретĕр те вĕтетнĕ мăйăрпа, çăратнă сĕтпе, какаопа, сĕтпе хутăштарăр. Хывса илмелли формăн тĕпне пергамент сарăр та хутăша хурса тикĕслĕр. Желатина вĕри шывпа шĕветĕр. Тăпăрча вӗтетнӗ лимон хуппипе (цедра), сахăрпа, лимон сĕткенĕпе, шĕветнĕ желатинпа хутăштарăр. Çăмарта шуррине кăпăклантарăр та тăпăрчпа хутăштарса печени сийĕ çине хурăр. Торта улма-çырлапа, мармеладпа, шоколадпа илемлетĕр те 4-5 сехете холодильнике лартăр. Апачĕ тутлă пултăр!

Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас