Иртсе пыракан 2025 çула Тăван çĕршыв хÿтĕлекенĕсене халалланăччĕ. Питĕ тĕрĕс шухăш çакă. Эпир, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем, çак çирĕплетнĕ саккуна шута илсе, унпа килĕшсе, кăçал хамăр палăртнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшрăмăр. Тăшмана фронтăн кашни утăмĕнче аркататпăр.
Тăван çĕршывра пурăнакан кашни çынна Çĕнĕ çула çирĕп сывлăхпа, лайăх кăмăлпа тата Раççейĕн тĕрлĕ халăхĕн туслă çемйинче савăнăçлă туйăмпа кĕтсе илме сунатпăр. Çĕнтерÿ пирте пулать, çапла пултăр!
Салампа ятарлă çар операцине хутшăнакан салтак, медицина службин фельдшерĕ Федор Кузьмин.
Донбасс тăрăхĕ, Очертино хули.