Ҫак асамлӑ Çӗнӗ ҫул уявӗнче сире пуриншӗн те пысӑк тав сӑмахӗ калас килет: чӑтӑмлӑхшӑн, пулӑшнӑшӑн тата пӗр сӑмахсӑрах, виҫесӗр юратнӑшӑн. Эсир – пирĕн тӗрек тата тӗслӗх, эпир сирӗнпе юнашар ирттернӗ кашни куншӑн вӗҫӗмсӗр Турра тав тӑватпăр.
Ҫитес ҫул сире савӑнӑҫ парнелетӗр. Унӑн кашни кунӗ сире йӑл кулма ҫӗнӗ сӑлтав илсе килтӗр, пур пӑшӑрханупа канӑҫсӑрлӑх ӗмӗрлӗхех кивĕ çулта тăрса юлтӑр. Сирӗн пурнӑҫăрта ӑшӑ тӗлпулусем тата манӑҫми самантсем ытларах пулччӑр. Пур кӗтнӗ ӗмӗт те пурнӑҫлантӑр, ҫумра яланах хаклӑ ҫынсем пулччăр. Эсир чи лайӑххине – ҫирӗп сывлӑха, чун канӑҫлӑхне, ырлӑха тата иксĕлми телее тивӗҫ.
Çĕнĕ çул саламĕпе – сире хĕрÿллĕн юратакан ачăрсемпе мăнукăрсем.